Граждансене авариллĕ çурт-йĕрсенчен хăтлă хваттерсене куçарма Чăваш Республикине 323 млн 270 пин тенкĕ хушма пулăшу куçарса пама йышăннă

 


Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, 323 млн 270 пин тенкĕ хушма пулăшу куçарса пама йышăннă. Асăннă укçа граждансене авариллĕ çурт-йĕрсенчен хăтлă хваттерсене куçарма пулĕ.  Патшалăх корпорацийĕн правленийĕн – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассипе ĕçлекен фонд йышăнăвĕ çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ видеоканашлура ырă хыпара пĕлтернĕ. Çак пысăк пулăшăва Чăваш Ен Правительстви Раççей Федерацийĕн Правительствипе, РФ Строительство министерствипе, РФ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассипе ĕçлекен фондпа тачă çыхăнса ĕçленине кура тивĕçнине каланă Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.

«Чăваш Республикин экономикине хушма пулăшу куçать. Çав тери ырă пулăм, строительство организацийĕсемшĕн лайăх ĕç», -  тенĕ регион Ертӳçи.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйăрнă укçа Шупашкар тата Çĕмĕрле  хулисене куçнине пĕлтернĕ, мĕншĕн тесессĕн, çак асăннă муниципалитетсенче граждансене хăтлă хваттерсене куçарассипе йышăннă программа кирлĕ пек шайра пулса пымасть. «Сирĕн 600-мĕш №-лĕ Указа пурнăçа кĕртме мĕнпур условисем çителĕклĕ, ăна 2017-мĕш çул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туллин пурнăçламалла. Ĕç хучĕсене вăхăтра пуçтарса конкурссене ирттермелле», - тенĕ Михаил Игнатьев çӳлерех палăртнă муниципалитетсен ертӳçисене.

Граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă адреслă программа, 2013-мĕш çултан пуçласа регионта пурнăçа кĕме тытăннă. Кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен программăпа килĕшӳллĕн, тăватă тапхăрпа 13,1 пин çынна хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. Хальхи вăхăтра программăн иккĕмĕш тапхăрне пурнăçа кĕртсе пĕтернĕ, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш тапхăрне те авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме тĕллев лартнă.   

 



03 апреля 2017
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter