Çӳп-çап турттарассин тариф ыйтăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ кулленхи тĕрĕслевре тытать

Çӳп-çап турттарассин тариф ыйтăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ кулленхи тĕрĕслевре тытать. Кашни эрнере ирттерекен планеркăра çак ыйтăва каллех сӳтсе явнă. Республикăра пурăнакансенчен, управляющий компанисенчен, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем тăтăшах тарифсемпе кăмăллă марри куçкĕретех, ыйтусене Правительствăна тăратаççĕ.  Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче полигон уçнăранпа йăлари хытă каяша унта турттаракансем 2,5 хут ӳстерни пурне те кăмăлсăрлатать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ӳсĕм пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар иккен. Пĕр кубла метр каяша пуçтарнăшăн, турттарса кайнăшăн 500 тенкĕ çав тери хаклă. Шупашкарта çӳп-çапа пуçтарса пыракан организацисем: «Специализированное автохозяйство» АО тата «Спецавтохозяйство» ТМЯО.

Чăваш Республикин Конкуренци политикипе тата тарифсен патшалăх служби тĕрĕсленĕ хыççăн, организацисем саккуна пăхăнса хаксене йĕркелеменнине тупса палăртнă.

«Асăннă организацисем сăлтавсăр тăкаксене халăх çине сирсе ярасшăн, хăйсем вара тупăш илессишĕн хăтланаççĕ. Йĕрке пăсма никамăн та ирĕк пулмалла мар», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Каяш турттарас ĕçри тӳлевсене тĕрĕслесе тăрассишĕн Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Республикинчи управленийĕ яваплине шута илсе патшалăх служби çитменлĕхсем пирки унта пĕлтернĕ. Анчах ăптăр-каптăр турттаракансем хаксене сăлтавсăр ӳстернине чарса лартас тесе нимĕн те туман.  Раççей УФАС Чăваш Енри управленийĕн Ертӳçин çумĕ Валерий Котеев хăйĕн сăмахĕнче, çӳп-çап хакне йĕркелекен саккунне пăсманнине, çавăнпа та организацисене явап тыттарма сăлтавĕ пулманнине асăннă.

Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйтăва сахал мар çĕкленине палăртнă. Мускав облаçĕнче вырнаçнă свалка пирки Владимир Путин ĕç-пуçа уçăмлатма хăй хутшăннине аса илсе хăварнă. «Çак тема криминалпа çыхăннă тесен те йăнăш мар.  Кунта та ыйтусем темĕн чухлех.  Сирĕн йĕрке тумалли полномочисем сахал мар. Пирĕнпе пĕрле ăнланса Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлемелле», - тесе çирĕппĕн каланă Федерацин УФАС Чăваш Енри представительне регион Пуçлăхĕ.   

Хальхи вăхăтра нормативлă право ĕç хучĕсене Чăваш Республикин Строительство министерстви çĕнетет, ăна Прокуратурăна тĕрĕслеве те тăратнă. Кĕске вăхăт хушшинче пĕтĕмпех йĕрке туса çитермеллине, асăрхав службисемпе те килĕшӳ хучĕсене пăхса тухмаллине каланă республика Пуçлăхĕ.

 



03 апреля 2017
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter