Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пушар хуралĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ - Пушар хуралĕн кунĕ  ячĕпе саламлатăп!

Камшăн çынсен пурнăçне çăласси кулленхи яваплă ĕç пулса тăрать - уяв çак çынсене пурне те пĕрлештерет. Сирĕншĕн ют инкек текен ăнлав çук. Хăçан кирлĕ - çавăн чухне çынсене пулăшма эсир яланах чи малтан çитетĕр.

Чăваш Ен çăлавçисем пысăк профессионализмне, ăсталăхĕпе паттăрлăхне хăйсен ĕçĕпе пĕрре кăна мар ĕнентернĕ.

Кăткăс условисенче хăвăра хĕрхенмесĕр ĕçлени сире республикăра пурăнакан мĕн пур çын хисепне çĕнсе илме май панă.

Сире профессие парăннăшăн, харсăрлăхпа паттăрлăхшăн, чĕннĕ-чĕнмен пулăшма васкамашкăн хатĕр пулнăшăн тав тăватăп.

Сире çирĕп сывлăх, тӳсĕмлĕх, кулленхи çăмăл мар службăра вăй-хăват сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                     Михаил Игнатьев.

 



30 апреля 2017
06:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter