«Регионта пурăнакансен ăраскалĕ, республикăн пуласлăхĕ политика амбицийĕсенчен чылай пĕлтерĕшлĕрех», - тенĕ Михаил Игнатьев

 Ака уйăхĕн  6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче доклад тунă. Раççей Президенчĕ çу уйăхĕнче кăларнă указсемпе пиллĕкмĕш çул  ĕçленине асăннă регион Пуçлăхĕ.   

«Паянхи санкцисем пире çĕнĕ условисем кăларса тăртаççĕ. Çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче те Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне кирлĕ пек шайра аталантарса пынă.  Мĕнпур ыйтусене пĕтĕмпех тулин тивĕçтерни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Енре ача сачĕсенче нимĕнле черетсем те çук.  Виçĕ çултан иртнĕ мĕнпур пепкесем кулленех ача пахчине çӳреççĕ, кăтарту ку енĕпе 78 процентпа танлашать. 

Бюджет пайĕнче ĕçлекенсен шалу укçин виçи ӳснĕ. Калăпăр, вĕсен пĕлтĕрхи çул уйăхсерен тухакан вăтам ĕç укçи 3,6 процент хăпарнă, 2011-мĕш çулхипе танлаштарсан 1,9 хут ӳснĕ. Республикăра СЭД витĕмĕ пысăк, тĕрлĕ влаç органĕсенче, муниципалитетсенче ĕçлекенсем электронлă майпа ĕç хучĕсене йĕркелесе пыраççĕ. 2018 çулта регионти мĕнпур халăхăн 23 проценчĕ пысăк хăвăртлăхлă интернет çине куçасси те паллă, ятарлă проект ку енĕпе пăхса хăварнă. 

«Пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсем – регионта социаллă пурнăçпа экономика  аталанса пынине çирĕплетеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республики Атăлçи федераци округĕнче промышленноç производствин калăпăшĕ пысăк пулнипе ыттисенчен çитĕнӳпе палăрса тăрать, кăтарту 107,6 процента çитнĕ.

«Республика Правительстви граждансен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех татса панă.  Инфратытăм вăй илнĕ, халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ куçкĕретех лайăхланнă», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пĕлтĕрхи çул маларахри çулсенчи кăтартусенчен пĕрре те чакманни, нумай енпе çитĕнӳсем пысăк пулни савăнтарать.  Халăх йышĕ ӳссе пырать. Çын çураласлăхĕн кăтартăвĕ пысăк.    Халăхăн пурăнас кунçулĕ вăрăмланнă, çĕр çултан иртнĕ ватăсем чылай.  Йышлă çемьесем сахал мар.

Чăваш Республики программăллă бюджет хатĕрлессипе ытти субъектсем хушшинче малти вырăнта, тĕслĕх вырăнĕнче тăрать.

«Коррупципе хирĕç кĕрешес ĕç кирлĕ пек пулса пырать», - тенĕ Михаил Игнатьев. 2016 çулта  пурĕ 167 тĕрĕслев ирттернĕ, финанс тĕлĕшĕнчен йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă, Чăваш Республикин хыснине 71,8 млн каялла тавăрса панă.  Тĕрĕслев ĕçĕсене пĕтĕмпех прокуратура пайне тăратнă.

Чăваш Республики харпăр хăй пурлăхне хӳтĕлес ĕç кăтартăвĕпе çĕршыври субъектсем хушшинче 16-мĕш вырăнта тăрать. «Чăваш Республики социаллă тăнăçлă регион.  Ку пурпĕрех пире тимлĕхе çухатма ыйтмасть.  Террора хирĕç кĕрешме те яланах хатĕр пулмалла», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Паянхи пурнăç таппинче уйрăмах çамрăксем патне пысăк тимлĕх уйăрмалла. Пирĕн ачасене çĕршыва юратма, вĕсен патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшмалла. Тĕрлĕ политика партийĕсен витĕмлĕхне кĕрсе ӳкессинчен асăрхамалла, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма вĕрентмелле.

«Пирĕн граждансем пĕр-пĕринпе туслă тата килĕшӳре  пурăнччĕр тесе эпир ĕçлетпĕр.  Пулас ăру тĕрĕс-тĕкел çитĕнтĕр тесе пурсăмăр та вăй хуратпăр.  Кашни çынăн хăйĕн тавра курăмлăхĕ, анчах та пурсăмăрăн та  пĕр тĕллев -  республикăна аталантарса пырасси, ку вара чи пахи», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.  

Петр Столыпин реформаторăн сăмахĕсене аса илсе, Михаил Игнатьев çапла каланă: «çитĕнӳсемпе палăрас тесессĕн, пĕрлĕхре ĕçлемелли çĕре тупмалла, енчен те пурне те ăнланма лайăх пултăр тесессĕн, пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле тата ытти те...».   

«Пирĕн республикăра тăнăçлăха упраса хăварасси, шайлашуллă бюджет, социаллă сферăна тимлĕх уйăрасси, ĕç климатне лайăхлатасси, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси ыйтусем пĕтĕмпех приоритетлă пулса тăмалла.  Чăваш Ен  халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, саккуна пăхăнса, яваплăха туйса яланах пĕтĕм чу-чĕререн тăрăшса ĕçлемелле»,- тесе каланă республика Пуçлăхĕ.

Фоторепортаж

 

Комментарии участников сессии Госсовета Чувашии к отчету Михаила Игнатьева о результатах деятельности Кабинета Министров Чувашской Республики за 2016 год



06 апреля 2017
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter