Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчи прокуратура ĕçченĕсен семинарне хутшăннă

 


Паян, ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчи прокуратура ĕçченĕсен семинарне хутшăннă. Шупашкарти иртнĕ мероприятине Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев йĕркелесе ертсе пынă.

Семинара пухăннисем прокурорсен асăрхавĕпе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ, предпринимательсен сферинчи йĕрке пăснă тĕслĕхсене сӳтсе явнă, çитменлĕхсем пирки канашланă. 

Сергей Зайцев хăйĕн докладĕнче, Атăлçи федераци округĕнчи  мĕнпур йĕре пăснă тĕслĕхсене субъектсенчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйсем те сахал мар витĕм кӳнине асăннă, мониторинг ĕçне хатĕрлеме те пулăшу панине палăртнă.     

Прокуратура органĕсем пĕлтĕр Атăлçи федераци округĕнче предпринимательсен тытăмĕнче йĕрке пăснă 30 пине яхăн тĕслĕхе  тупса палăртнă, 6,5 пин должноçри çынна явап тыттарнă.  

«Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма кирлĕ пек условисем йĕркелесси – патшалăхăн тĕп политики пулса тăрать.  Уйрăмах çак ыйтусене юлашки çулсенче Раççей ертӳлĕхĕ тата Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратури   пысăк тимлĕх уйăрать», - тенĕ РФ Генеральнăй прокурорăн çумĕ.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче йĕрке пăсассинчен сыхă тăма, çакăн йышши мероприятисем, тĕрлĕ регионсенчи паха опытсем пулăшу панине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унăн сăмахĕсемпе килĕшсе, семинарăн актуаллăхĕ пысăк тесе каланă, предпринимательсемшĕн йывăрлăх кӳрекен ыйтусене татса пама витĕм кӳнĕшĕн пурне те тав тунă. 

Паянхи куна илес пулсан, регионта бизнеса аталанма çителĕклĕ таран тĕрлĕ условисем йышăнса хăварнă. Вĕсене валли патшалăх енчен финанс пулăшăвĕ те пур, пурлăх, нормативлă право ĕç хучĕсене йĕркелессипе те сĕнӳсем сахал мар.  2030-мĕш çулччен Чăваш Республикинче предпринимательсен  стратегиллĕ аталанăвĕ пирки йышăну тунă. Тĕрĕслевпе асăрхав  ĕç-хĕлĕн нормативлă право йĕркисене шайлаштарса пырас ĕç кăтартăвĕпе пĕлтĕр,  Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики малта пыракан регионсем шутне кĕнĕ.

«2016-мĕш çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тĕрĕслевпе асăрхав службисем хăйсен тĕрĕслевĕсем пирки «Тĕрĕслевсен пĕрлĕхлĕ реестрĕ» тытăмра вырнаçтарса пыраççĕ. Кун пек пай тĕрĕслевсем хăçан тата мĕнле йĕркепе пуласси пирки паллаштарать. Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсен официаллă сайчĕсенче çитес çул валли плансем пур», - тесе пĕлтернĕ регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Чи пахи вара «çулсен картти» йышăнса хăварни.  Ĕнер кăна Чăваш Ен Правительстви приоритетлă проектсен паспортне çирĕплетнĕ. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, тĕрĕслевсен шучĕ сахалланмалла. Раççей Президенчĕ çулсерен РФ Патшалăх канашне янă Çырура та  предпринимательлĕх тытăмне витĕм кӳрес текен ыйту приоритетлă пулнине калать тесе,  тепĕр хут аса илсе хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Чăваш Республикинче предпринимательлĕхе аталантарма, регионти ĕç климатне вăйлатма, ӳстерме Чăваш Енри Прокуратурăпа, предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй, обществăлла организацисем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлессе шансах тăратăп», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.   

 Фоторепортаж



06 апреля 2017
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter