2017 çулта Чăваш Республикинче икĕ пин те сакăр çĕре яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ халăх валли йĕркеленет

Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсемпе отчет тунă.  Республикăри çăмăлах мар экономика лару-тăрăвне пăхмасăрах, Раççейшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсем пурнăçа анлăн кĕрсе пынине каланă.

Калăпăр, кăçал «Химпром» ПАО гипохлорид кальций хатĕрлесе кăларма май паракан çĕнĕ производство вăй илтерме, кун пекки çĕршывра урăх ниçта та çук, кунсăр пуçне «АККОНД» АО пылак таварсем калăплакан çĕнĕ линисем хута яма,  «Хевел» ТМЯО модернизацилме, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе предприятине пуянлатма палăртнă. «Букет Чувашии» АУО хăйĕн производствине анлăлатĕ. Шупашкарта индустри паркĕсем сарăлĕç.

  «2017 çулта икĕ пин те сакăр çĕре яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ халăх валли йĕркеленет», - тенĕ Михаил Игнатьев.  



06 апреля 2017
14:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter