«Эпир сире суя сăмахсем каласа шантармастпăр", - тенĕ Михаил Игнатьев

 Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче отчет тунă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕпе тĕплĕн паллаштарнă.  

Михаил Игнатьев анлă доклад тунă хыççăн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Çынсене ытларах транспорт, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, строительство пайĕ кăсăклантарнă. 

Нумай ачаллă çемьесене уйăхсерен патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме пăрахăçлаççĕ текен ыйтăва хуравланă май, Михаил Игнатьев программăпа килĕшӳллĕн, енчен те ачасем çемьесенче 2017 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен малалла çуралнă пулсан тин çак çĕнĕлĕх пырса тивме пултарнине асăннă. Ыттисемшĕн улшăнусем пачах та пулманнине каланă.

Нумай ачаллă çемьесене республика Правительстви пулăшу парас тесе федераци шайĕнче ыйтăва тăратнă, анчах та халлĕхе çирĕплетсе калани çук-ха.  «Эпир сире суя сăмахсем каласа шантармастпăр.  Хальхи вăхăтра ыйтăва Чăваш Ен Правительстви комплекслă пăхса тухса  тĕрĕс йышăну тăвас тесе ĕçлет», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, депутатсене социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăва политика çине куçарса яма юраманнине асăрхаттарнă. Кунсăр пуçне «Чăвашавтотранс» предприятийĕн лару-тăрăвне те çивĕчлетме политика çине куçарма каламан.   «Пĕлетпĕр патшалăх предприятийĕ пулнине. Яваплăха эпир хамăр çинчен ыттисем çине сирсе ямастпăр.  Йывăрлăха республика хыснинчен куçарнă укçа тенкĕпе анчах татса пама хĕн.  Кун пек йышăну туни пачах та тĕрĕс мар. Эпир вĕсен ыйтăвне пĕтĕмпех татса парсан, пирĕн бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем - врачсем, учительсем  вара шалу укçисĕр тăрса юлĕç. Ыйтăва тĕлли паллисĕр пуçличчен, малтан тĕплĕн шухăшлама пĕлмелле», - тенĕ регион Ертӳçи.

  Отчета пĕрле тишкерсе тухнă хыççăн, Михаил Игнатьев пурне те килĕшсе тухăçлă ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Яланах республика Правительствипе депутатсем пĕр-пĕринпе алла-алăн тытăнса, килĕшсе ĕçлесе пырсан тин республикăна кирлĕ пек аталантарса пыма, халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерме пулать», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



06 апреля 2017
14:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter