Михаил Игнатьев стратеги аталанăвĕн тата приоритетлă проектсемпе ĕçлекен республика Пуçлăхĕ çумĕнчи канашăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

 


Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Михаил Игнатьев стратеги аталанăвĕн тата приоритетлă проектсемпе ĕçлекен  республика Пуçлăхĕ çумĕнчи канашăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Приоритетлă проектсене пĕтĕмпех республикăн инвестици климатне лайăхлатма, халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерме йышăнса хăварнă.  

Палăртса хăваратпăр, пĕлтĕр Чăваш Республики инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ субъекчĕсем хушшинче маларахри тăххăрмĕш вырăнтан хисеплĕ улттăмĕш вырăна çитнĕ. Пысăк кăтарту пурсăмăра та ĕçлеме хавхалантарать.  Çак ӳсĕме малашне те упраса пыма шалти ресурссем пулăшасса шанса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ларура мĕнпур палăртнă ыйтусене туллин пурнăçа кĕртме май паракан проектсене тишкернĕ, патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ĕçĕн пахалăх шайне хăпартса пыма, предпринимательлĕх тытăмне пулăшу кӳме, экологи ыйтăвĕсене татса пама йышăннă проектсене пурнăçлама, ял территорийĕсене вăй илтерме, Чăваш Республикин агропромышленноç пайне çирĕплетсе анлăлатма палăртнă тĕллевсене тĕплĕн тишкернĕ.

«Çак ыйтусем çине тимлĕх уйăрмасăр май çук. Ăнсăртран мар пулĕ вĕсене пĕтĕмпех федераци центрĕ çирĕп тĕрĕслевре тытать. Çакнах Раççей Президенчĕ Владимир Путин та кулленех пăхса тăрать, ĕçсене туллин пурнăçа кĕртнипе кĕртменнине асăрхаса пырать», - тенĕ регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Бизнес тытăмне вăй илтерме витĕм кӳресси, регионти халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырасси – кулленхи кун йĕркинче пулмалла, уйрăм тимлĕх уйăрмалла, влаç органĕсенче тăрăшакансен пуринпе те килĕшсе тухăçлă ĕçлемелле, шайлашуллă пулмалла тесе каланă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ -   экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, тĕрĕслевпе асăрхав  ĕç-хĕлĕн нормативлă право йĕркисене шайлаштарса пырас ĕç кăтартăвĕпе пĕлтĕр,  Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики малта пыракан регионсем шутне кĕнине ырă хыпара пĕлтернĕ, палăртас пулсан,  тĕрĕслевпе асăрхав организацийĕсем 11-мĕш вырăна тухнине пĕлтернĕ.     Тĕрĕслевпе асăрхав ĕçĕсене çĕнĕлле аталантарса пырассипе йышăннă приоритетлă проект Чăваш Республикинче пурăнакансен финанс енчен  тăкаксем пуласран тата административлă йĕркесене ансатлатма май параççĕ.  Пĕтĕмĕшле калас пулсан, тĕрĕслевсен йышĕ сахалланмалла.  «Пĕр чӳрече» аталанăвĕн приоритетлă проекчĕ предпринимательсене пулăшу кӳни куçкĕретех.  Инвестици климатне хăпартса пыма тата халăхĕн пурнăç условийĕн шайне ӳстерме  - экологи енĕпе пурнăçа кĕртнĕ анлă проект, çӳп-çапа тирпейлесе пуçтарасипе çĕклесе лартнă полигон витĕм кӳни, никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тата çитменнине регионта ял хуçалăх пайне валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсене каялла çавăрма пулăшать, сывлăш тасалса пыни те пурне те хавхалантарать. Чăваш Республики пысăк проекта пурнăçа кĕртнине кура, РФ субъекчĕсем хушшинче чи малта пыракан пиллĕк субъект хушшинче тăрать.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсем умне пысăк тĕллевсем лартать.  Ял хуçалăх таварĕсен çаврăнăшне ӳстерме, вĕсен пахалăх шайне те хăпартса пыма кулленех аса илтерсе пырать.   Приоритетлă проектсене пурнăçа кĕртме 2017-2020-мĕш çулсем валли пурĕ 12 млн пăхса хăварнă.

Регионти ял территорийĕсене вăй илтерсе пыма, инфратытăма аталантарма, агропромышленноç комплексне çирĕплетме те сахал мар инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.  Пуçаруллă çынсен çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама палăртнă проектсене витĕм кӳме 2017-2020-мĕш çулсем вали 3,3 млрд тенкĕ уйăрасси те паллă.

Ларăва пухăннисем ĕç хучĕсене тăратнă, вĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă, ятарлă сĕнӳсем панă. «АПК таварĕсене экспорта куçарас», «Ял территорийĕсене аталантарас» енĕпе йышăннă проект паспорчĕсене патшалăх программисене тĕпе хурса пурнăçа кĕртсе пымаллине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, хула администрацийĕсенчен пуçаруллă сĕнӳсем, проектсем сахал пулнине палăртнă, активлă ĕçлеме чĕнсе каланă.    

Фоторепортаж

 



06 апреля 2017
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter