Чăваш Республики усă курман çĕр пайĕсене регистрацилес ĕç кăтартăвĕпе Атăлçи федераци округĕнче чи лайăххи

Кăçал нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем усă курăнман  çĕр пайĕсене 208,2 пин гектар тупса палăртнă. Халлĕхе вĕсенчен 87 процентне муниципалитетсен пурлăхĕ тесе регистрациленĕ. Çак кăтарту Атăлçи федераци округĕнче чи пысăкки.

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне отчетпа тухнă чухне çапла каланă, пысăк кăтартăва «Халăх инвентаризацийĕ» акцине тĕпе хурса пурнăçланă,  2016 çулта усă курман 2271 çĕр лаптăкне шута илнĕ, вĕсен калăпăшĕ 832 гектарпа танлашнине пĕлтернĕ.

«Пуçаруллă çынсене çак ĕçсене йĕркелеме пулăшнăшăн пысăк тав. Усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăше кĕртни бюджета 164 млн тенкĕлĕх хушма пулăшу пачĕ», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



06 апреля 2017
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter