Чăваш Республикинче туянусен бюджет тухăçлăхĕ 1,1 млрд тенкĕпе танлашнă

 Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕ иртнĕ.  Унта республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче коррупцине хирĕç кĕрешессипе сахал мар ĕç йĕркелесе ирттернине палăртнă. Унсăр пуçне  патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсене тунă чухне бюджет укçи-тенкипе тухăçлă ĕçлесе пынине  пелтернĕ.  2016 çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх пĕтĕмпе 18 млрд тăкакланине, бюджет тухăçлăхĕ 1,1 млрд танлашнине асăннă.   

Чăваш Республикинче ĕç тăвакан влаç органĕсенче пурĕ 2016 çулта 167 тĕрĕслев ирттернĕ, 207,4 млн тенкĕлĕх тăкак тӳснине палăртнă. Вĕсенчен республика бюджетне каялла 71,8 млн тавăрса панă, вăл 34,6 процентпа танлашать.  Мĕнпур тĕрĕслев ĕçĕсене право хуралĕн органĕсене тăратнă, нумайăшĕпе уголовлă майпа ĕç-пуç пуçарнă, должноçри çынсене явап та тыттарнă.  

Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулта тата кăçалхи икĕ уйăх хушшинче пурĕ  коррупци енĕпе 240 йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă.  Пĕлтĕр вĕсен тăкакĕ 294,4 млн танлашнă, бюджета 134,8 млн тавăрса панă, вăл 46 процентпа танлашать.   



07 апреля 2017
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter