Промышленноç таварĕсене саккунсăр йĕркепе сутакансемпе кĕрешекен Комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Чăваш Республикинче промышленноç таварĕсене саккунсăр йĕркепе сутакансемпе кĕрешекен Комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна паян регион Ертӳçи Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ларăва пухăннисем регионта пахалăх тĕлĕшĕнчен тивĕçтермен таварсене халăх хушшинче сарассинчен асăрханасси пирки калаçнă.  Йывăçсене хатĕрлесе саккунсăр йĕркепе çынсем патне илсе çитернине те сӳтсе явнă.

Пĕлтĕрхи çул Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви регионта контрафактлă таварсене сутнă 47 тĕслĕх тупса палăртнă. Кăçал çак ыйтăва тата та пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă. Калăпăр, 2017 çулта 1 кварталта пурĕ йĕрке пăснă 55 тĕслĕхе шута илнĕ.  Усал эрех-сăра таврашне сутакансем нумай пулнине асăннă. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕпе тата коррупцине хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен управленийĕн ертӳçи Андрей Семенов хăйĕн докладĕнче, кăçал регионта саккунсăр йĕркепе усал шĕвеке сутнă 17 пине яхăн тĕслĕхе тупса палăртнине пĕлтернĕ.   Халăхра «фанфурик» ятпа çӳрекен шĕвеке 2 пин литр пăрахăçланине каланă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев право хуралĕн органĕсенче ĕçлекенсене хăйсене шанса панă ĕçе тухăçлă пурнăçланăшăн тав тунă.  Сăмаха май, вăл республикăра бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек çителĕклĕ условисем йĕркелесе панине асăннă. Промышленноçа аталантаракан фонд чи паха та пысăк проектсене пурнăçа кĕртме 1,5 млрд тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă.  Предпринимательлĕх пайĕнче ĕçлекенсене саккуна пăхăнса халăхăн ырлăхĕшĕн таса чунпа ĕçлемеллине асăрхаттарса каланă Михаил Игнатьев.

 Çӳлерех асăннă ыйтупа çакăн пекех Чул хула таможнин пуçлăхĕн çумĕ – Чăваш Енри таможня посчĕн ертӳçи  Сергей Вахрамеев тĕплĕн чарăнса тăнă.  «Енчен те предприятисем калăпласа кăларакансем хăйсен таварĕсене экспорта ярас теççĕ пулсан, вĕсен пĕрлĕхлĕ реестăра ĕç хучĕсене тăратмаллаМалашне вара таварсен чекĕсене çирĕп тĕрĕслĕпĕр», - тенĕ Сергей Вахромеев.   

Федерацин ветеринарипе фитосанитари асăрхав службин Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕн управленийĕн ертӳçи Алексей Палькин хăйĕн сăмахĕнче ытларах сĕт-çу таврашĕн çаврăнăшĕ пирки тĕплĕн каласа хăварнă, çитменлĕхсене палăртнă, йĕрке пăснă тĕслĕхсем çинчен чарăнса тăнă.  Пĕлтĕрхи çул Федерацин ветеринарипе фитосанитари асăрхав службин Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕн управленийĕ 45 тĕрĕслев ирттернĕ, йĕрке пăснă 21 тĕслĕхе тупса палăртнă, 36 çынна йĕрке пăснăшăн административлă майпа явап тыттарнă.  Сĕт пахалăхĕ нормăна тивĕçтерменнишĕн 2016 çулта  «НЦБРП» ФГБУ тата «Самарский Референтный центр» ФГБУне  таварсен 123 пробине тĕрĕслеме янă.  Ку енĕпе те çитменлĕхсем пуррине тупса палăртнă.

Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн ертӳçин çумĕ Вячеслав Егоров вĕсен служби пĕлтĕрхи çул тата кăçал пĕрремĕш кварталта 514 предприятипе организацисенче сĕт-çу пахалăхне тĕрĕслев ирттернине каланă, çитменлĕхсем сахал мар тупса палăртнине пĕлтернĕ.  Калăпăр, «Магнит» лавккасен сечĕсенче, «Тандер» АО, «Пятерочка»,  «Аргторг» ТМЯОсенче таварсене пахалăх енчен кирлĕ пек шайра çитерсе сутманнине асăннă. Яваплисене пĕтĕмпе 1,7 млн тенкĕллĕх штраф тӳлеттернине каланă.

Шкулсене, ача пахчисене илсе çитерекен таварсен пахалăхĕ çинчен калаçу хускатнă. Элĕк районĕнче вăтам шкулта ачасене апатлантармалли çу чекĕ çине «Ядринмолоко» ТМЯО маркине çырнă.  Тавара М.Г. Николаева ИП предприниматель тивĕçтернĕ. Йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă, уншăн ăна явап тыттарнă. 

   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  халăха усал таварсем илсе çитерессинчен кулленех асăрхаттарса тăмаллине каланă.  Шкулсене ача сачĕсене  паха таварсемпе тивĕçтересси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать тенĕ вăл, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ чухне лайăхрах уçăмлатма тăрăшмаллине асăрхаттарнă.   

Йывăçа саккунсăр йĕркепе халăха сутассинчен те çирĕп тĕрĕслемелле. Ку палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Ефремов доклад тунă. Пĕлтĕр вăрман саккунĕн йĕркисене пăснă 238 тĕслĕх тупса палăртнине пĕлтернĕ. Вăрмана саккунсăр йĕркепе каснă 29 тĕслĕх шута илнине каласа хăварнă.  Кăтарту 2014-2015-мĕш çулхисемпе танлаштарсан, чылай лайăх пулнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  2016 çулта право хуралĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле пурĕ 64 рейд вăрмансенче ирттернĕ, транспорт таврашне тĕрĕсленĕ, таварсен чекĕсене тишкернĕ.

Палăртса хăвармалла, вăрман саккунĕсен йĕркине 2015 çулта çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ, вĕсем  пĕтĕмпех вăя кĕнĕ.   Кăçалтан пуçласа «Вăрман хуралĕ» Чăваш Енре çĕнĕ организаци ĕçлеме пуçланă. Вĕсен служби те  йĕрке пăсассинчен яланах сыхă тăрать.

Атăлçи регионĕсен хушшинчи çутçанталăка сыхлакан прокуратурин Шупашкар районĕсен прокурор çумĕ Денис Александров хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи çул йĕрке пăснă 48 тĕслĕх тупса палăртнине пĕлтернĕ.  Должноçре ĕçлекен ертӳçĕсене явап тыттарнине каланă, уголовлă майпа 8 ĕç пуçарнине те асăннă.

«Вăрман  - халăх пуянлăхĕ. Пирĕн тĕллев – йĕрке тăвасси. Йĕрке пăсасран пурсăмăрăн та пĕрле тухăçлă ĕçлемелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



07 апреля 2017
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter