« 2018 çулта çулталăк вĕçленнĕ тĕле республикăри монохуласенче халăх валли ултă пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрлеме, 10 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма палăртнă», - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕ иртнĕ.  Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕн 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе отчет тунă. Пĕлтĕрхи çул Чăваш Республикишĕн паллă пулăм – монохуласене аталантарма пулăшакан фондпа килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнине каланă.  Канаш хулинче инфратытăмăн виçĕ объектне финанс тĕлĕшĕнчен хушса тӳлекен пулăшу пирки асăнса хăварнă. «Канашра инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрĕç. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 8,4 млрд танлашать. Халăх валли пин çурă çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ», - тесе палăртнă регион Пуçлăхĕ.  «Монохула» приоритетлă программăпа килĕшӳллĕн, Чăваш Республикинчи пиллĕк хулана: Улатăра, Канаша, Сĕнтĕрвăррине, Çĕнĕ Шупашкара тата Çĕмĕрлене пулăшу пама палăртнă.  Çак муниципалитетсен кирлĕ пек шайра ĕç хучĕсене хатĕрлесе çитермелле.  Инфратытăма аталантарма пахалăх тĕлĕшĕнчен çӳллĕ шайри проектсем  йышăнмалла.

«Республикăри  çӳлерех асăннă хуласенче 2018 çулта çулталăк вĕçленнĕ тĕле халăх валли ултă пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрлеме, 10 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма палăртнă», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  



07 апреля 2017
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter