Чăваш Республики сĕт сăвăмĕн кăтартăвĕпе Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать

 Чăваш Республики сĕт сăвăмĕн кăтартăвĕпе Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать, аш-какай тирпейлесе кăларассипе виççĕмĕш вырăна тухнă.  Кун пирки ырă хыпара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче Министрсен Кабинечĕн 2016-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ докладра палăртса хăварнă.

Палăртма кăмăллă, регионта пуçласа ял хуçалăх комплексĕнче ĕçлекенсен йышĕ ӳсни хавхалантарать.   Юлашки виçĕ çул хушшинче ял  хуçалăхĕнче вăй хуракансен шалу укçи сахал мар хăпарса пынă, хальхи вăхăтра вăл вăтамран 15 974 тенкĕпе танлашать.  «Производство организацийĕсем кулленех çĕнĕ технологисене тĕпе хурса модернизациленсе пыраççĕ.  Палăртма кăмăллă, 2016-мĕш çулта республикăри ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансем пĕтĕмпе 30 ытла инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ, 3,4 млрд  тăкакланă», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 



07 апреля 2017
08:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter