Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячӗпе саламлани

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ пуçаруллă ĕçе мухтава кăларать, халăхсен пĕр шухăшлăхĕн тата социаллă яваплăхĕн символĕ пулса тăрать.

Ĕç яланах  çĕршыври тăнăçлăхăн тата этемĕн ырлăх-тивлетлĕхĕн шанчăклăхĕ пулса тăрать. Чăваш Енре пурăнакансем мĕн авалтанпах ĕçе юратнипе, пĕр-пĕрне пулăшнипе палăрса тăнă, пуринпе те çураçуллă пулма ăнтăлнă.

Ĕç - воспитанин пĕр енĕ, вăл çамрăк ăрăвăн ăс-тăнпа кăмăл-сипет пахалăхĕсене йĕркелет, таврари çынсене, Тăван çĕршыва хисеплеме хăнăхтарать.

Паянхи кун эпир пĕрле тăрăшнипе çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, çул-йĕр тăваççĕ, çурт-йĕр, шкулсемпе ача сачĕсем, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, спорт сооруженийĕсем хăпартаççĕ, урамсемпе картишсене тирпей-илем кĕртеççĕ, ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталанать.

Пирĕн тĕллев - хамăрăн халăхăн пĕрлĕхне сыхласа хăварса, пĕр-пĕрне пулăшса пырса малашне пурăнма тата тăнăç ĕçлеме татах та лайăхрах условисем тăвасси.

Çак çурхи уяв кунĕсенче сире ăнăçу тата чечекленӳ сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                  Михаил Игнатьев.

 



01 мая 2017
06:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter