ТЭК тата ЖКХ объекчĕсен кĕркуннепе хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех хатĕр пулмалла

 Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха тата ТЭКа хĕллехи тапхăрта 2017/2018 çулсенче топливо энергетика таврашĕпе тивĕçтерес ыйтăва, паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ирттернĕ  республикăн Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче тĕплĕн пăхса тухнă. Çитес кĕркуннепе хĕллехи тапхăра валли хатĕрленӳ ĕçĕсене тытăнмаллине палăртнă.  Ятарлă комисси йышăнмаллине, муниципалитетсенче палăртнă ыйтăва епле  пурнăçланине çивĕч тĕрĕслемеллине асăрхаттарнă.

 Топливо тата энергетика ресурсĕсемпе усă курнăшăн укçа-тенкĕсене те вăхăтра пуçтарса пымалли пирки Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов каланă.  ЖКХ пайĕнче ĕçлекенсем умĕнче пысăк тĕллев  - планпа пăхса хăварнă ĕçсене туллин пурнăçламалла.  Тĕпрен юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă объектсене те тирпейлесе лартмалла.  Хутса ăшăтмалли системăсене те, енчен те вĕсем юрăхсăра тухнă пулсан, ылмаштармалла, шыв пăрăхĕсене те шалти енчен çуса тасатмалла. 

  Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен запас сĕрмелли тата çунтармалли  (топлива) таврашĕсем çителĕклĕ пулмалла.  Пĕр сăмахпа калас пулсан нимĕнле кăлтăксемсĕрех халăха ăшăпа та çутăпа та вăхăтра тивĕçтерсе пымаллине уйрăммăн палăртса хăварнă. Хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен çак ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçламаллине асăрхаттарнă ертӳçĕсем.

 Пурĕ регионти ĕçсене пурнăçлама 2,4 млрд тенкĕ пăхса хăварма палăртнă.  Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, ТЭК, ЖКХ, социаллă сферăсенчи объектсене 2017 çулта авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех вĕçне хĕрне çитермеллине каланă.   Кăçал та чӳк уйăхĕн 1-мĕшччен яланхиллех ăшăпа тивĕçтерме хатĕр пулмаллине çирĕп асăрхаттарнă.

Ку хутĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ бюджет ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă, ытларах бюджетран кĕмен пулăшусемпе усă курма чĕнсе каланă. 

 Министр çак асăннă ыйтупа регионта ĕçлеме пуçланине пĕлтернĕ.  Калăпăр, Çĕмĕрле хулинче   хутса ăшăтмалли виçĕ объект хута каяссине, вĕсем кăçал юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулассине те асăннă. 

Михаил Игнатьев ЖКХ парăмĕсем пирки те калаçнă.  Кăтарту пĕлтĕрхинчен 15 процента çити ӳснине пăшăрханса каланă. Халĕ вăл парăм виçи 3 млрд 830 млн танлашать.  Кун пирки Чăваш Енри Патшалăх çурт-йĕр инспекцине критиклесе илнĕ, енчен те предприятисем парăмсене вăхăтра татса пымасан, вĕсене явап тыттармаллине асăрхаттарнă.   «Малалли тĕллев – парăма ӳстермелле мар.  Вăхăтра укçа-тенкĕне саплаштарса пымалла, пĕлтĕрхи виçене çитме тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ятарлă ертӳçĕсене асăннă ыйтусемпе епле ĕçсем туса ирттерни пирки хыпарсене вăхăтра республика Правительствине илсе çитерме хушнă.



10 мая 2017
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter