Çĕнтерӳ кунне халалласа Чăваш Енре пурĕ 232 массăллă мероприяти ирттернĕ, вĕсенче 129 пин çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн, пурне те пысăк тав сăмахĕсем каланипе пуçланă паянхи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Право хуралĕнче ĕçлекенсене обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕшĕн, йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулманнишĕн ырласа хăварнă.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енре пурĕ 232 массăллă мероприяти ирттернĕ, вĕсенче 129 пин çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.

Планпа пăхса хăварнă мĕнпур мероприятисене пурне те çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Эпир «Вилĕмсĕр полк» акцине кирлĕ пек пысăк шайра ирттертĕмĕр. Чăваш Республикинче  пурĕ 59 пин ытла çын  çак акцине хутшăннă, вĕсенчен 25 пинĕ Шупашкар хулинче. Халăх асăннă мероприятине хăй ирĕкĕпе чун ыйтнипе пуçтарăннă.  Çанталăк лăпках мар пулин те, кăçал акцине хутшăннисен йышĕ ытти çулхисемпе танлаштарсан чи нумаййи пулнă. Рекорд лартнă тесен те йăнăш мар. Ачасем те хаваспах мероприятине хутшăнни пурсăмăра та хавхалантарчĕ», - тенĕ регион Ертӳçи.   

Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнине халалласа ирттернĕ парадра çапла палăртнă: «Мĕн чухлĕ ытларах пирĕнтен вăрçăн тумхахлă çулĕсем иртсе пыраççĕ, пирĕн паттăрсем, çитĕнекен ăру умĕнче тата та ытларах яваплăх ӳссе пырать. Пулас ăрăва тăнăç пурнăç, Çĕнтерӳ пирки чăнлăха, халăх асĕнче ĕмĕр тухманнине çирĕп ăнлантарса памалла.  Ун чухне  вĕсем Тăван çĕршыва тата та вăйлăрах юратасси никама та иккĕлентермест», - тенĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çитес çул «Вилĕмсĕр полк» акцине тата та хăватлăрах ирттерме, мĕнпур халăха пĕр чăмăра пухса харăссăн Тăван çĕршывăмăр паттăрĕсен портречĕсене çĕклесе утма чĕнсе каланă. Шăпах та çакăн йышши мероприятисем çитĕнекен ăрусен кăмăл-сипет туйăмне лайăхлатма, патриотизăма çирĕплетме витĕм кӳнине каланă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.    



10 мая 2017
11:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter