Чăваш Енре Ядерлă медицина центрне хута ярасси ыйтăва сӳтсе явнă

 Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чулхулари Н.И.Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕн Наци тĕпчевĕн профессорĕпе,  РАН физикăпа хушма пĕлӳпе тивĕçтерекен институтăн директорĕпе,  Раççейри академи наукин академикĕпе, Раççейри чи паллă физикпа  Александр Сергеевичпа тата Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институчĕн  Федерацин ядерлă центр наука ертӳçин çумĕпе, Радиаци тата ядерлă физика институчĕн  директорĕпе, СарФТИĕн радиаципе ядерлă физика кафедрин заведующийĕпе Николай Завьяловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   Пуласлăхра Чăваш Республикинче регионсем хушшинчи ядерлă медицина центрĕ уçасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă çĕре Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, республикăри клиника онкологи диспансерĕн тĕп врачĕ Лидия Воропаева хутшăннă.  

Александр Сергеев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче асăннă центăра хута яма мĕнпур условисем çителĕклĕ пулнине палăртнă.    Регион ертӳлĕхĕ çак асăннă ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  Шыçă чирĕсене пĕтермелли пысăк технологисене пурнăçа кĕртесси пирки тата вĕсене аталантарассипе сахал мар тăрăшнине палăртнă.  Тепĕр енчен калас пулсан, федерацийĕн ĕç тăвакан влаç органĕсем те пулăшу пама яланах хатĕр пулни хавхалантарать тенĕ сумлă хăна.  РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова  2016-мĕш çулта онкологи диспансерĕ çумĕнче хирурги корпусне уçнă чухне те ядерлă медицинăна хута яма витĕм кӳрессине палăртса хăварнăччĕ тесе аса илсе каланă ку хутĕнче те Чăваш Республикине килнĕ паллă физик Александр Сергеев

«Пуласлăхра Чăваш Енри  онкологи центрĕнче ядерлă медицина вăй илессине нимĕн иккĕленмесĕрех калама пултаратпăр.  Унăн аталанăвĕн çул-йĕрне те пĕлсех тăратпăр», - тенĕ Министр Вероника Скворцова.

Паянхи тĕлпулу вăхăтĕнче тĕрлĕ чирсенчен сыватма пулăшакан тераписен ĕçĕ пирки,  ятарлă программăсен центрĕ хута ярас ыйтăва та çĕкленĕ ертӳçĕсем.  Тĕнчери чи паллă наука центрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçесси çинчен канашланă. Шăпах та, вăл шутран Саров хулинчи наукăпа тĕпчев институчĕпе тачă çыхăнмаллине палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика ертӳлĕхĕ халăхăн пурнăçне упраса хăварассишĕн тăрăшнине, пуласлăхра регионта Ядерлă медицина центрне уçма тĕллев лартнине палăртнă. «Шыçă чирĕсемпе аптракансен пĕлмелле – енчен те чире вăраха кайичченех тупса палăртнă пулсан, унтан нимĕнле чăрмавсемсĕрех сывалма пулать. Çынсен çак диагноза пĕлсен тӳрех хăраса ӳкмелле мар. Тухтăрсем пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессине шанмалла», - тенĕ вăл. 

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче халăха сипленме условисем çителĕклĕ.  Инфратытăм та вăйлă аталаннă. ФАПсем кулленех хута каяççĕ, халăх пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне илет. 

Юлашки 10 çул хушшинче халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çӳллĕ шайра пулса пырать.  2006 çулта  пин ытла чирлĕ çын Раççейри ытти регионсенче пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсене илнĕ.  Кăçал вара, 2017-мĕш çулта çак кăтарту çичĕ хут ӳснĕ. Çулталăкне 7000 çынна шута илнĕ.  Калас пулсан, çак кăтартуран 80 проценчĕ пирĕн республикăра сипленеççĕ.

2016 çулта онкологи диспансерĕ çумĕнче хирурги корпусне çĕнĕрен  хута янă.  Çынсене операцисене пысăк технологисене тĕпе хурса тăваççĕ.  Халăх медицина пулăшăвĕсене пысăка хурса хаклани никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Тепĕр пысăк ĕç – пуласлăхра Ядерлă медицина центрне хута ярасси тесе пĕтĕмлетнĕ паянхи тĕплĕ калаçăва пухăннисем.



10 мая 2017
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter