Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕрĕн строительство ĕçĕпе паллашнă

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕрĕн строительство ĕçĕпе паллашнă. «Строительный трест № 3»  АХО объекта çурла уйăхĕ тĕлне вĕçлеме палăртса хунă. 198 хваттерлĕ 9 хутлă  çурта çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă  республика программипе килĕшӳллĕн хăпартаççĕ.

Палăртса хăваратпăр, кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 13,1 пин çынна хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме палăртса хунă.

 Çак палăртнă ыйтăва пурнăçа кĕртсе пынин ĕç кăтартăвĕпе РФ ытти субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики лайăххисем шутĕнче тăрать, çĕршыври вăтам кăтартуран чылай пысăк, халăха пĕтĕмпех çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ.   Строительство пайĕшĕн те асăннă ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.  Патшалăх шанчăклăн укçа-тенкĕпе тивĕçтерет. 2017 çулта программăн тăваттăмĕш тапхăрне пурнăçа кĕртме, Шупашкар хулине 1 млрд 146 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Апла пулсан, кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 600№-лĕ Указа туллин татса пама кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ.  

«Строительный трест №3» АХО генеральнăй директорĕ Валерий Семенов хăйĕн сăмахĕнче çĕршыври кризис вăхăтĕнче строительство пайне патшалăх шанчăклă заказпа тивĕçтерни çав тери аван тесе каланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ строительство ĕçĕсен пахалăхĕпе кăсăкланнă.  «Вăхăтра объекта хута ярассишĕн кăна ĕçлемелле мар, пахалăх пирки те  тăрăшмалла», - тесе асăрхаттарнă республика Ертӳçи.

Аса илтеретпĕр, çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Канашĕн консультаци комиссийĕн членĕ пулнă май, вăл Мускавра РФ Патшалăх Канашĕн ĕç ушкăнĕн ертӳçи пулса, граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарассипе çак асăннă ыйтупа тĕплĕн доклад тунă. Регион Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ 2012-мĕш çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче 600№-лĕ Указа пурнăçласа ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн паллаштарнă. Вăл хăйĕн тишкерĕвĕнче республикăн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки каласа кăтартнă.

Прогноз тăрăх, 2025-мĕш çул тĕлне çĕршывра пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсен калăпăшĕ 42 миллион тăваткал метр чухлĕ пуласси паллă. Паянхи куна илес пулсан, 2012-мĕш çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн,  çуртсен калăпăшне пĕтĕмпе 9 миллион тăваткал метр чухлĕ шута илнĕ те. Тепĕр пысăк ĕç  - йывăрлăха татса пама пулăшакан ятарлă çирĕп йĕрке пăхса тухса йышăнса хăварасси не палăртнă Михаил Игнатьев. Ытларах чухне бюджетран кĕмен укçа-тенкĕне те явăçтармаллине асăннă регион Ертӳçи.  «Пĕр енчен палăртас пулсан, никамăн та «урама» тăрса юлмалла мар. Пур-пĕрех ĕçе йĕркелесе пынă чухне, тĕрĕслĕх хуçаланмалла, халăхăн социаллă витĕмлĕхне те тĕпе хумалла», - тенĕ вăл.   Малашне ĕçлеме пултаракан граждансен программăна пурнăçа кĕртнĕ чухне шута илмелле. Харпăр хăй тĕллĕн çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса паракан çынсене витĕм кӳрессишĕн тăрăшмалла.  Программăна пурнăçламалли мелсем: вĕсенчен пĕри – территорисене анлăлатса пырасси, тепри вара çурт-йĕр рынокĕнчи аренда пайне ӳстерсе вăй илтерсе пырасси, виççĕмĕшĕ -  ятарлă фонд туса хумалла, авариллĕ пӳртсенчен куçакан граждансем валли сертификатсем хатĕрлемелле тата ытти те. Çак асăннă механизмсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртес тесессĕн, Раççей Федераци шайĕнче нормативлă базăна çĕнетмелле тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. 

 Фоторепортаж



11 мая 2017
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter