"Чуна ҫывӑх тӑван сӑмах" литературӑпа краеведени каҫӗ

Чӑваш литературинче пултаруллӑ ҫыравҫӑсем нумай. Вӗсен хушшинче Александра Лазарева ҫӑлтӑрӗ уйрӑммӑн палӑрса тӑрать. 2017 ҫулта чӑваш халӑх писатӗлӗн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑватпӑр.

Александра Назаровна Лазарева 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Муркаш районӗнчи Тури Томлай ялӗнче, вӑтам хресчен ҫемьинче ҫуралнӑ. Литература ӗҫне ҫыравҫӑ 1938 ҫулта пуҫӑннӑ тесе палӑртма пулать, мӗншӗн тесен Александра Лазаревӑн пӗрремӗш калавӗ 1938 ҫулта «Ҫутӑ ӗмӗт» ятпа «Сунтал» журналта пичетленсе тухать. Ҫыравҫӑн нумай кӗнеке тухнӑ: «Савӑнӑҫ», «Чипер Анна», «Тоня юрланӑ чух», «Сывлӑшра», «Иккӗмӗш тӗлпулу», «Телейлӗ вӗҫев», «Ҫеҫенхир ҫеҫки», «Шурӑ кӗпе», «Ватӑ юман», «Лӗпӗш», «Кин», «Телейле тӗлпулу, «Ашшӗсен парни» тата ытти те.

Ҫак паллӑ куна халалласа Муркаш районӗн ял тӑрăхĕсем хушшинчи библиотека Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен халăх хорĕн ушкăнĕпе «Чуна ҫывӑх тӑван сӑмах» литературӑпа краеведени каҫне ирттерчӗ. Ертсе пыракансем пуҫтарӑннӑ ҫынсене Александра Назаровӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен слайдсемпе усӑ курса каласа пачӗҫ. Ҫыравҫӑ ҫинчен тӗплӗнрех вуласа пӗлес туртӑма аталантарас тесе библиотекарьсем Александра Назаровнӑпа унӑн мӑшӑрне Леонид Агакова халалланӑ «Пурнӑҫ тӑрӑх ҫума ҫумӑн» кӗнеке выставкипе паллаштарчӗҫ.

Мероприяти вӗҫленсе пынӑ май ветерансем викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Ветерансем тимлӗ итленине тата ӑнкурӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ. Вӗсем тӗл пулӑва мӗнле хакланиние пӗлес ӳтӗмпе юлашкинчен анкетировани пулчӗ. Мероприятие пуҫтарӑннисем «лайӑх», «питӗ лайӑх» тесе хакларӗҫ. Ҫакӑн пек литературӑ каҫӗсенче маллашне те хутшӑнас ӗмӗт пурри ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Ваҫҫа Аниҫҫи, Трубина Мархви, Валентина Эльби, Мария Ухсай … - сахалӑн вӗсем, хӗр арӑм писательсем. «Александра Назаровна Лазарева ҫав пӗчӗк йышӑн пӗр ҫутӑ ҫӑлтӑрӗччӗ», тет Юлия Силэм. Тӑван литературӑна аталантарас тӗлӗшпе  тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ вӑл. Ҫавӑншӑн манмастпӑр ӑна, ырӑпа аса илсе пултарулӑх ӗҫӗнчи ҫитӗнӗвӗсемшӗн тав тӑватпӑр.

Муркаш районӗ



11 мая 2017
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter