Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алкеш поселокĕнчи ача сачĕн строительство ĕçĕпе кăсăкланнă

 Çу уйăхĕн  11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алкеш поселокĕнчи ача сачĕн строительство ĕçĕпе кăсăкланнă.  Регион Ертӳçипе пĕрле ĕçлĕ çулçӳревре Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пулнă.

Обществăна лайăх аталанса пыма витĕм кӳрекен пай – паха пĕлӳ шутланать.  Ача сачĕсене хута ярассипе йышăннă патшалăх программи вĕçленнĕ пулин те, Чăваш Республикинче çак ĕçе малалла тăсма йышăннă. Пĕлтĕр Чăваш Енĕн тĕп хулинче ача сачĕсен тăватă объектне пуçланă.  Пĕтĕмпе çак çуртсене шкул çулне çитмен 1000 ачана вырнаçтарма ирĕк пулĕ. Кăçал «Радужный», «Сад» микрорайонта тата «Çĕнĕ Хула», Алкешре палăртнă учрежденисем хута каясси те никама та иккĕлентермест.   Алкешри ача садне кăçал çурла уйăхĕнче официаллă майпа уçма палăртса хунă.  Икĕ хутлă çуртăн хакĕ 142 млн танлашать.  Унта пĕр харăсах 12 ушкăн валли ятарлă вырăн хатĕрленĕ.  Пĕр сăмахпа калас пулсан, 240 шăпăрлан ача садĕнче хăйсен кăмăлне тултарма пултарать.  Объектра ачасене апатлантармалли ятарлă уйрăм, бассейн, кĕвĕ тата спорт залĕсем, тĕрлĕ кружоксем йĕркелеме май паракан пӳлĕмсем те пуласси паллă. Палăртнă çуртра кирлĕ пек пысăк ĕçсене пĕтĕмпех вĕçленĕ.  Хальхи вăхăтра чӳречесем лартаççĕ, ăшăпа тивĕçтермелли пайсене вырнаçтараççĕ, штукатурка ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ строительство ĕçĕн пахалăх шайĕ пысăк пулмаллине асăрхаттарнă. «Объекта вăхăтра ярассишĕн кăна тăрăшмалла мар, пахалăха та тĕпе хурса ĕçлемелле», - тенĕ вăл.

Ача садне хута ярсан Алкеш тата та лайăхрах аталанса каясси куçкĕретех тенĕ Михаил Игнатьев.  Халăх хваттерсем туяннă чухне чи малтанах инфратытăм пирки шухăшлать.

Шупашкар хула администрацийĕн Пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче ача садне шăпăрлансем çителĕклĕ çӳрессине шантарса каланă. Микрорайонта çамрăк мăшăрсем чылай тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Нумай хваттерлĕ çуртсене хăпарса лартнине кура, вĕсен йышĕ тата та ытларах нумайланса пынине палăртнă.   Çӳлерех палăртнă районсенче çĕнĕрен хута каякан ача сачĕсене графикпа килĕшӳллĕн хăпартса лартассине пĕлтернĕ вăл республика Ертӳçине. 

Палăртса хăваратпăр, 2017-2020-мĕш çулсенче республикăра пĕтĕмпе шкул çулне çитмен ачасем валли ача пахчи хута яма палăртса хунă.

Фоторепортаж



11 мая 2017
14:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter