Кайăк грипĕнчен асăрханма ыйтнă

Чăваш Енре те кайăк грипĕн вирусĕ сарăлас хăрушлăх тухса тăнă. Çакăн çинчен ЧР патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов, вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕнер районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоконференцире пĕлтернĕ.

Сăлтавĕ — çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Тутарстанри «Лаишевский» кайăк-кĕшĕк комплексĕнче кайăк грипĕн А вирусĕн геномне тупса палăртни. Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх — асăннă комплексра 5 пин пуç кайăк-кĕшĕк вилнĕ ĕнтĕ. Пĕтĕмпе вара унта çăмарта тăвакан 450 пин пуç чăх усраççĕ.

Тутарстан — кÿршĕ регион, акă мĕншĕн Чăваш Еншĕн те хăрушлăх пысăк. Çавна май Сергей Скворцов районсенчи ветеринари учрежденийĕсене Тутарстанран кÿрекен çăмарта продукцине тĕплĕ тĕрĕслеме хушни çинчен пĕлтернĕ. Сергей Артамонов вирус республикăна килесрен сыхланмалли мерăсене уямалли пирки асăрхаттарнă.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
11 мая 2017
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter