Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе салам­латӑп!

Ҫемье институчӗ – этемлӗх историйӗнчи чи авалхи тытӑм­сенчен пӗри. Вăл общество тăнăçлăхĕн тата ырлӑхĕн тĕп никĕсĕ шутланать.

 «Ҫемье ҫавӑрмасӑр телейлӗ пулаймӑн», – теҫҫӗ халӑхра. Ҫемьене пурнӑҫри чи хаклӑ тупра тата тӗрев вырӑнне хурса шанчӑклӑн упрама тӑрӑшӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене чунтан юратнине, тав сӑмахсем час-часах калама ан манăр.

Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп приоритечĕ - çемье хаклăхĕсене тĕпе хурса ача амăшĕпе ачалăх институтне аталантарасси, нумай ачаллă çемьесене социаллă хӳтлĕх парасси.

Халӑхӑмӑрӑн авалтан пыракан йӑли-йӗрки атте-аннене тата ватӑ ҫынсене хисеплеме, ҫемьене сума сума вӗрентет. Пи­рӗн ҫав ырӑ йӑласене упраса ӑру­ран-ӑрӑва тивӗҫлӗн куҫарса пымалла.

2017 ҫула Чӑваш Республикинче Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулта­лӑкӗ тесе пӗлтертӗмӗр. Ҫав ятпа йӗркелесе ирттерме палӑртнӑ ӗҫсем ҫемье институтне ҫирӗплетме, ашшӗ-амӑшӗн ят-сумне ӳстерме, ҫамрӑксене çирĕп ҫемье ҫавӑрма витĕм кӳрессине шанатăп.

Чӑваш Енри пӗтӗм ҫемьене чун-чӗререн ырлӑх-сывлăх, телей, ҫемье ӑшшине, килĕшӳ тата çураçу сунатӑп!

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                Михаил Игнатьев

 



12 мая 2017
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter