Вăрмар районĕ: çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ пулать

2017 çулхи майăн 17-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп темисем: çуллахи каникул вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи çамрăксемпе ачасен ĕçпе канăвне йĕркелесси; 2017 çулхи çурхи-çуллахи тапхăрсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси; çурхи ĕçсем епле иртсе пынипе паллаштарасси. Информаци ушкăнĕсем Тикаш, Чулкас, Чупай, Шăхаль, Пинер ял тăрăхĕсенче пулса вырăнти халăхпа, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсемпе курса калаçĕç, актуаллă ыйтусем çине хуравлĕç. Çавăн пекех граждансене хăйсен уйрăм ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.



15 мая 2017
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter