«Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне упрасси - республика Правительствин тĕп тĕллевĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев

Раççей федерацийĕн патшалăх санитарийĕн тĕп врачĕ йышăнăвне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе спирт пур таварсене халăхра сутма чарасси пирки ыйтăва, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин тĕрлĕ службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере ирттерекен ĕçлĕ канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕплĕн сӳтсе явнă.  

Паянхи канашлăва уçнă май, Михаил Игнатьев пухăннисене чи малтанах Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе саламланă: «Пирĕн обществăн тĕп никĕсĕ – çирĕп çемье шутланать. Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп приоритечĕ - çемье хаклăхĕсене тĕпе хурса ача амăшĕпе ачалăх институтне аталантарасси, нумай ачаллă çемьесене социаллă хӳтлĕх парасси», - тенĕ вăл.  

«Фанфурик» текен ыйтăва хускатнă май, регион Ертӳçи çапла палăртнă: «Тĕрлĕ тĕрĕслевсем йĕркелесе ирттернĕ пулин те, уйрăм территорисенче асăннă ыйтăва тĕпрен татса паманни сисĕнет.  Медицинăра, косметикăра усă курăнакан таварсене халăх патне  ĕçмелли текен шĕвек тесе сутма юрамасть», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Енчен те саккун йĕркисене пăсас текенсене тупса палăртсан, тӳрех явап тыттармаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче аптекăсене тĕрĕслев ирттернине пĕлтернĕ.  Волонтерсене те сахал мар çак ĕçе явăçтарнине асăннă.  Пур-пĕрех асăннă ыйтупа халăхран çăхавсем килсе тăнине пĕлтернĕ. Калăпăр, Шупашкарти «Столичная Фармацевтическая Компания» ТМЯО, (учредителĕ Дмитрий Алексеев), Çĕмĕрле хулинче «ГлобалФарм» ТМЯО (учредителĕ Татьяна Ракова) шĕвексене сутма чарманни курăнать. Çак организацисенче паянхи кун та таварсене сутнă тĕслĕхсем тупса палăртнă.  Ертӳçĕсене хальхинче паянхи планеркăна чĕннĕ.

«Фанфуриксене» сутнă чухне эпир халăхсене ăнлантарса паратпăр, сывлăха вĕсем епле сиен кӳнине», - тенĕ Татьяна Ракова

  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тӳрех çакăн пек хыпаршăн критиклесе илнĕ. Пачах та халăха «фанфурик» текен таварсене сутма пăрахăçланине тепĕр хут асăрхаттарнă. Халăха инкек кăтартса пуйса ларма юраманнине çирĕп каланă çӳлерех асăннă организацисен ертӳçисене.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче ытларах предприятисен лицензийĕсем пирки чарăнса тăнă. Палăртнă ыйтупа, «фанфуриксене» тупса палăртас енĕпе ятарлă уйăхлăх йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă.  

Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Прокопьева докладра ытларах усал шĕвеке ĕçсе халăх сиенленни пирки чарăнса тăнă. Республикăра çак тĕслĕхсене Хĕрлĕ Чутайĕнче, Шупашкар районĕнче, Красноармейски районĕнче, Куславккара, Канашпа Шупашкар хулисенче йышлă тупса палăртнине асăннă.  

Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕн çумĕ  Леонид Вакс Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Иркутск тăрăхĕнче пăтăрмахсем пуçланиччен пирĕн регионта çак ыйтупа тĕплĕн ĕçлеме пуçланине палăртнă. Палăртма кăмăллă, республикăра паянхи куна кăтартусем ырă енне улшăнса пыраççĕ тенĕ вăл.  «Фанфкриксем» сутма пăрахăçлани куçкĕретех тенĕ вăл, кăтарту 70 процента çити чакнине пĕлтернĕ. Йĕрке пăснисене вăхăтра явап тыттарнине палăртнă. Кăрлач - ака уйăхĕсенче кăçал пурĕ  йĕрке пăснă 87 тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕлтĕрхинчен чылай пысăк, 46 пин ытла спирт пур таварсене пăрахăçланине асăннă.    Чи  пахи – халăх усал шĕвеке ĕçсе аптранă тĕслĕхсен шучĕ пĕчĕкленни, кăçал вилнисен шучĕ 53 процент чакни сисĕнет.  Леонид Вакс нормативлă ĕç хутне тата та çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма, уйрăм чарусем тумаллине чĕнсе каланă.  Михаил Игнатьев унăн сĕнĕве шута илнĕ.  Енчен те эрех-сăра ĕçме чарсан, çемьесем те чаплă, лайăх пурăнасси куçкĕретех пулĕ тенĕ вăл. Обществăра та  тăнăçлăх хуçаланассине шансах тăратпăр тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.   

 

 



15 мая 2017
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter