Чăваш ЕН Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕпе Раççей Федерацийĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ ирттернĕ тухса çӳрекен канашлу ĕçне хутшăннă

 


Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хусанта Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев тата Раççей Федерацийĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич асăннă тăрăха кĕрекен субъектсен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусем, терроризма тата экстремизма хирĕç кĕрешесси, саккунсăр майпа  миграциленни.    

Канашлăва уçнă май, Михаил Бабич Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенче экстремизма тата терроризма хирĕç кĕрешессипе анлă профилактика ĕçĕсем пулса пынине палăртнă.  Ятарлă ĕçсен алгоритмне те çирĕп йĕркепе йышăнса хăварнине пĕлтернĕ.  «2014-2017-мĕш çулсенче сирпĕтсе ямалли хатĕрсемпе çынсене вĕлернĕ пĕр тĕслĕх те пулман.  2016 çулта Хăрушсăрлăх службисем çынсене инкек кăтартма пултаракан япаласенчен хăтарса Пушкăртстан, Тутарстан Республикисенче, Киров, Чулхула тăрăхĕсенче халăха пăтăрмахсенчен пăрса хăварнă», - тенĕ Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ.  Тĕрлĕ халăхсем хушшинчи ятарлă паллă мар организацисем йĕркене пăсса инкек кăтартма пултарассине асăрхаттарнă.

«Терракт ĕçне ытларах та ытларах çамрăксене, хĕрарăмсене, ют çĕршывсенчен килнĕ çынсене явăçтараççĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Мĕнпур инкексенчен сыхланса юлмалли тĕп мел ытларах халăхпа профилактика ĕçĕсем ирттересси. Кирек епле хыпарсене те вăхăтра пĕлмелле, инкек пулассинчен асăрханмалла.

Чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри – çĕршывра тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ спорт, культура, обществăлла политика  мероприятийĕсене ирттернĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене тĕпе хурасси. 2017 çулта FIFA Кубок иртет.  Авăн уйăхĕнче РФ хăш-пĕр субъекчĕсенче пуçлăхсене суйлаççĕ. Регионсенче депутатсене суйлĕç, муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсенче палллă мероприятисем пулĕç.  Чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри – 2018 çулта РФ Президентне суйлатпăр. 

Саккунсăр майпа çынсене регистрацилени хăйне евĕр пысăк кăлтăк кăларса тăратнине асăннă Михаил Бабич.  «Çак палăртнă ыйту социаллă тытăма инкек кӳртет.  Тĕрлĕ нацисем хушшинче тепре чухне хирĕçӳ çураттарать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Хăш-пĕр çитменлĕхсем пирки те чарăнса тăнă, саккунсен йĕркине çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма чĕнсе каланă.

Николай Патрушев хăйĕн сăмахĕнче тĕрлĕ ведомствăсем хушшинче çыхăнусене анлăрах сармаллине, ятарлă механизма пăхăнса пымаллине, мероприятисен тухăçлăхне ӳстерме çирĕппĕн асăрхаттарнă.  Наци диаспорĕсем хушшинче ăнлантару ĕçĕсене ытларах ирттермеллине, ют çĕршывран килекен граждансемпе асăрхануллă пулмаллине, енчен те ĕçпе тивĕçтерекенсем саккунсене пăхăнса пымаççĕ пулсан, вĕсене вăхăтра явап тыттармаллине каланă.  Канашлăва пухăннисем ытти çивĕч ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  Паянхи ларура РФ тĕрлĕ министерствисенчен ятарлă представительсем, регионсен ертӳçисем тĕплĕ отчетсем тунă. Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх Канашĕн членĕсем тата ыттисем те сĕнӳсем тăратнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. 

Фоторепортаж



16 мая 2017
17:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter