Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетнĕ

 Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Информаци ушкăнĕсен ертӳçисем республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева паянхи мероприятисен ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Пурĕ республикăра информаци ушкăнĕсем 390 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче 10 пине яхăн çын хутшăннă.  Информаци ушкăнĕсен ертӳçисем вырăнта халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.  Пурĕ 190 çын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе республикăран килнĕ ертӳçĕсем патне тăратнă. Мĕнпур ыйтусене пĕтĕмпех итленĕ, хăшĕсене çийĕнчех хуравĕсене панă, тĕрĕслеве те илнĕ.

  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сӳтсе явнисĕр пуçне, халăх транспорт, çул-йĕр, социаллă инфратытăма аталантарасси, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесси, медицина пайĕнчи специалистсем пирки, льготăллă пулăшусем çинчен те сахал мар ыйтусем хускатнă.  

 Халăхран пуçтарăнакан сĕт хакĕ уйрăм тимлĕхе ыйтать.  Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев Вăрмар районĕнче сĕте халăхран 11 тенкĕпе пуçтарнине пĕлтернĕ.  Кунсăр пуçне сĕт пухакансем çуллахи тапхăрта сĕт хакĕ тата  та чакма пултарассине, вăл 10 тенкĕ пулассине асăннă.  

«Выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлесси яланах тупăшлă пулмалла.  Пирĕн тĕллев – халăха мăйракаллă шултра выльăх шутне чакарма чарасси. Сĕт пухакансемпе кашнинпех тĕл пулса калаçмалла, кирлĕ пек мерăсем шышăнта тăрăшмалла», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин Тăвай районĕнче пĕр шкулта Интернет çыхăнăвĕ пулманнине пăшăрханса пăлтернĕ. «Кун пек кăлтăк пулмалла мар», - тесе асăрхаттарнă, йывăрлăха çийĕнчех татса пама хушнă ятарлă службăна.  Канашлу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.   

Пĕрлехи информаци кунĕн темисем: çуллахи каникул вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи çамрăксемпе ачасен ĕçпе канăвне йĕркелесси; 2017 çулхи çурхи-çуллахи тапхăрсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси; çурхи ĕçсем епле иртсе пынипе паллаштарасси. Ку хутĕнче усал эрех-сăрана халăх хушшинче сарассинчен, спирт пур таварсене сутассинчен асăрханассипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă.

 



17 мая 2017
18:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter