«Вилĕмсĕр полк» Пĕтĕм Раççейри акцин Чăваш Енĕн тĕп хулин кураторĕ Оксана Ачкасовăпа Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Кăçал Чăваш Республикинче «Вилĕмсĕр полк» Пĕтĕм Раççейри акцине 59 пин ытла çын хутшăннă.  Республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче пурăнакансем мероприятине хапăл тусах тухнă. Палăртма кăмăллă, чи нумай çын  Чăваш Енĕн тĕп шĕкĕрĕнче – Шупашкарта йышлăн тухнине шута илнĕ. Пурĕ 25 пин çын пуçтарăннă асăннă акцине.  Чăваш Енĕн тĕп хулин кураторĕ Оксана Ачкасова шутланнă.  Паян унпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 

Регион Пуçлăхĕ Оксана Ачкасовăна мероприятине йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн, акцине хутшăннисене пысăк тав сăмахĕсем каланă. «Тавах, сире Тăван çĕршывăмăра, Чăваш Республикине хисепленĕшĕн, юратнăшăн. Яваплăха туйса обществăлла ĕçе пурнăçлатăр. Палăртма кăмăллă, кашни çул мероприятине хутшăнас текенсен шучĕ ӳссех пырать.  Чĕре хушнипе халăх «Вилĕмсĕр полк» акцине тухать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă паттăрсене асра тытса, пурте пĕр чăмăра пухăнса мероприятинче пĕтĕм кăмăлтан салтаксен портречĕсене йăтса утаççĕ. Нумайăшĕ тăванĕсен вилĕмсĕр ячĕсем пирки архивсенче хыпарсене шырама тăрăшать.  Апла пулсан, акцин пĕлтерĕшĕ пысăк пулни куçкĕретех. Вăл питĕ лайăх. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – çитĕнекен ăру акцине йышлăн хутшăнать», - тенĕ сăмаха тăсса республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Халăхшăн çак акци çав тери лайăххине палăртнă Михаил Игнатьев. «Тăван çĕршыва юратни, унăн паттăрла ĕçĕсемпе мăнаçланни, пурсăмăра та пĕрлештерет. Нумай нациллĕ халăхшăн питех те вырăнлă. Тĕрлĕ ăрури çынсене  пĕр чăмăра пуçтарать. Шăпах та, çаксем халăхăн йăли-йĕркине, кăмăл-сипет туйăмне вăйлатма витĕм кӳреççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Оксана Ачкасова хăйĕн сăмахĕнче акцине ирттерме республика Правительстви пулăшнине палăртнă.  Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем те сахал мар витĕм кӳнине асăннă. Ыйтусене пĕтĕмпех вăхăтра татса панине каланă вăл. «Шупашкарта иртнĕ акци пирки ырă сăмахсем сахал мар халăхран илтрĕмĕр. Шанатпăр, çитес çул тата та  мероприятинче çынсем нумай пулассине», - тенĕ вăл  хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

«Вилĕмсĕр полк» коммерциллĕ мар организаци шутланать, политика енĕпе илес пулсан та нимĕнле тытăмра та тăмасть. Вăл халăх пуçарăвĕпе пулнă.  Акцине кашни çын хăйĕн ирĕкĕпе тухать. Пирĕн тивĕç – вăрçă паттăрĕсене асра тытса, вĕсене ĕмĕрех хамăрăн чĕремĕрсенче упрасси.

Пуçласа акцине Томск хулинче 2012 çулта Çĕнтерӳ кунĕнче ирттернĕ. Хыççăн Шупашкар хули 2013-мĕш çулта хутшăнма кăмăл тунă. Ун чухне пурĕ те 143 çын çеç мероприятине пуçтарăннă.  2014 çулта халăх йышĕ кăштах ӳснĕ – 1,5 пин çына çитнĕ, 2015 çулта – 10 пин çын, 2016 çулта 20 пин ытла халăх пуçтарăннă.

 Фоторепортаж



17 мая 2017
12:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter