Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ тата Красноармейски районĕсене пулнă

 


Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Çĕрпӳ тата Красноармейски районĕсенче пулнă. Унпа пĕрле визитра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çӳренĕ. 

Çĕрпӳ районĕнче ертӳçĕсем  Вăрманкас ял поселенийĕнче Андрей Хорошавин КФХра пулнă.  Красноармейски районĕнче вара «Агрофирма Таябинка» ТМЯО, «Красное Сормово» ТМЯО ĕçĕсемпе паллашнă.  Республика Пуçлăхĕ çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки тĕрлĕ ыйтусене хускатнă, акса хăварăнакан тĕш тырăсен пахалăхĕсене пăхса çаврăннă, кĕрхи культурăсене хакланă.  Çак кун регион Ертӳçи Михаил Игнатьев «Красное Сормово» ТМЯО сĕт-çу тавар комплексĕнче  те пулнă, вĕсен ĕçĕпе кăсăкланнă.

Çĕрпӳ районĕнче Вăрманкас тăрăхĕнче Михаил Игнатьев кĕрхи культурăсемпе паллашнă май, рапс, урпа акса хăварнă уйсене тĕрĕсленĕ, хĕллехи тапхăрта сивве чăтса ирттернĕ хыççăн, кальчасем çĕнĕрен епле вăй илсе кайнине тишкернĕ.  Хуçалăх ĕçченĕсемпе республика Пуçлăхĕ ятарлă культурăсен тухăçлăхĕ пирки, çитĕнсен вĕсене ăçта вырнаçтарасси çинчен, аграри ĕçченĕсен ĕç укçин виçи пирки сӳтсе явнă.   Хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ  Андрей Хорошавин хăйĕн сăмахĕнче кĕрхи культурăна паянхи куна 698 гектар çинче имçамланине пĕлтернĕ, вĕсем акса хăварнă мĕнпур лаптăкран 86 процент йышăннине каланă. Сухаланă çĕре культиваци тăвас ĕç те хĕрӳ пырать. Ăна пурĕ 1050 гектар çинче пурнăçланă. Çуркуннехи тапхăрта рапса 720 гектар çĕр çинче акнă.  Хими мелĕпе уйсенче çум-курăкран та аванах тирпейленĕ. «Çурхи кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр.  Рапс уйĕсене ытларах сарма тĕллев лартнă.  Çак культурăна предприятисем хапăл тусах йышăнаççĕ. Тухăç йĕркеллĕ пулассине кăçал та шанатпăр.  Тырă тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварассипе те кулленех ĕçлетпĕр.  Пухнă тухăç яланах лайăх вырнаçăнать.  Çĕршыври тĕрлĕ регионсем пирĕн таварсемпе усă кураççĕ», - тесе пĕлтернĕ республика Пуçлăхне.  

Михаил Игнатьев курăксене лартса çитĕнтернисĕр пуçне, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ĕçлеме чĕнсе каланă, вăл хуçалăха çулталăкĕпех тупăш панине асăннă.

Чи кирли вара, енчен те тупăш ӳсет пулсан, ĕçлекенсен шалу укçине те ӳстерме кăмăллă пулĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.    Аграри тытăмĕнче ĕçлекенсен налук, ĕç укçисен парăмĕсене пухса яма юрамасть. Ĕç укçин виçине палăртса хунă  виçерен чакарма юраманнине те асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ.   Енчен те лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăçласа пырсан, патшалăх пулăшăвне те илме нимĕнле йывăрлăх та пулмĕ тенĕ Михаил Игнатьев.

Красноармейски районĕнче «Агрофирма Таябинка» ТМЯО Михаил Игнатьев кĕркунне акса хăварнă культурăпа паллашнă. Тулăпа урпа акса хăварăнакан уйсене пăхса çаврăннă.     Хуçалăхăн тĕп аграномĕ Елена Николаева хăйĕн сăмахĕнче вĕсен ĕçченĕсем уй-хире вăхăтра тата пĕрле пуçтарăнса тухнине пĕлтернĕ. Паянхи куна илес пулсан, планпа пăхса хăварнă ĕçсене пĕтĕмпех вăхăтра пурнăçласа пынине каланă. Уйра ĕç халлĕхе хĕрӳ пырать тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Нумай çул хушши усă курăнман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртнине палăртнă аграном.  Пĕлтĕр кĕркунне  пурĕ 1266 гектар çинче кĕрхи культурăна акса хăварнине асăннă.  Кăçал лаптăксене ӳстерме – 2644 гектар акса тирпейлеме пăхса хăварнă.  Çĕр улмине пурĕ 259 гектар çĕр лаптăкĕ çинче лартса хăварасшăн. Пĕтĕмпе уйсенче 19 техника ĕçлет.  «Сирĕн агрофирмăн ырă ятне яланах çӳлте тытса пыма пĕлмелле.  Выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетмелле.  Вăл тавара яланах халăх ыйтать.  Хаксем те йĕркеленсе пыни куçкĕретех», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

 Яманаки ялĕнче «Красное Сормово» ТМЯО Михаил Игнатьев кукуруза тата пăрçа акнă уйсемпе паллашнă.   Хуçалăх директорĕ Святослав Иванов кукуруза вăрлăхне паянтан акма пуçланине пĕлтернĕ.  Уйра кашни кун 9 агрегат ĕçлет.  Кăçал хуçалăх ытларах пысăк тухăç паракан культурăпа ĕçлеме палăртса хунă. Пăрçа 140 гектар çĕр лаптăкĕ çинче акса хăварма тĕллев лартнă, палăртма кăмăллă, вĕсенчен 90 гектарне паянхи куна акса тирпейленĕ те.  

«Красное Сормово» ТМЯО сĕт-çу тавар комплексĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприяти директорĕпе Святослав Ивановпа хуçалăхăн малашнехи планĕ пирки сӳтсе явнă, организацире ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.

Святослав Иванов хăйĕн сăмахĕнче фермăра ял хуçалăх производствин калăпăшне тата унăн тухăçлăхне ӳстерессишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçленине асăннă. Предприятинче пурлăхпа –техника базине çĕнетсе пынине пĕлтернĕ.     Чи кирли вара, паянхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан техникăсене туянни тесе каланă предприяти директорĕ.  Хуçалăх мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе аванах ĕçлет.  Пурĕ фермăра паянхи куна 896 пуç шутланать.  Сĕт  производствин пахалăхĕ тата тухăçлăхĕ те ӳссех пынине пĕлтернĕ вырăнти ертӳçĕ.  

Ку хутĕнче Михаил Игнатьев район администрацийĕн пуçлăхне Сергей Молоткова муниципалитетра юхăнса выртакан объектсем пирки критиклесе илнĕ.  объектсене пĕтĕмпех тирпейлесе пуçтарса пымаллине асăрхаттарнă.

 Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи куна тĕп тĕллевсенчен пĕри – çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тирпейлесе акса хăварасси тесе асăннă.  Тăпрара нӳрĕк пур чухне акса хăварни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Плана кĕртнĕ мĕнпур ĕçсене вăхăтра туса пымаллине асăрхаттарнă.  

Аграри ĕçченĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ тапхăрта  Михаил Игнатьев патшалăх тивĕçтерекен пулăшусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, пулăшăва тивĕçнисене вăхăтра укçа-тенкĕне çитерсе памаллине асăрхаттарнă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин аграри тытăмне пурĕ 2017 çул валли патшалăх енчен 2 331,1 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  (Кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 110,2 процент).  Кăçал çу уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне  АПКсене субсиди мелĕпе пурĕ 722,1 млн  патшалăх пулăшăвне куçарса панă.   Çитес вăхăтсенче тата та пулăшăва субсиди мелĕпе 237, 8 млн куçарса пама палăртса хунă.  

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх,  регионта пурĕ çурхи культурăна 119,9 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче акса тирпейленĕ.  Вăтамран хуçалăхсем кунне  14-15 пин гектар çĕр лаптăкне тĕрлĕ вăрлăхсем акса хăвараççĕ.  Енчен те çанталăк типĕ тăрас пулсан, çурхи ĕçе çу уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсем тĕлне вĕçлеме тĕллев лартнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна çурхи тапхăрпа акса хăвармалли лаптăксене пурĕ 67 хуçалăхра туллин пурнăçланине пĕлтернĕ.  Пурĕ уйсенче 1700 техника кĕрлет, 7 пин çын вăй хурать тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов,  Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Молотков, «Красное Сормово» хуçалăх директорĕ Святослав Иванов сĕте халăхран пухассипе çыхăннă ыйтăва сӳтсе явнă.  

Фоторепортаж



17 мая 2017
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter