Çамрăк ученăйсене – грант

И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими-фармацевтика факультечĕн доцентне Иван Бардасова тата экономика факультечĕн доцентне Владимир Иванова Раççей Президенчĕн грантне савăнăçлă лару-тăрура панă.

Лауреатсене федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев тата аслă шкул ректорĕ Андрей Александров саламланă. «2009 çултанпа пирĕн республикăран 8 çын гранта тивĕçнĕ — вĕсем пурте çак университетран. Патшалăх çамрăк ăсчахсене пулăшать, вĕсем çĕршывăн технологи аталанăвне тивĕçтерессе шанать», — тенĕ тĕп инспектор.

«Иван Бардасовăн ĕçĕсем хими отраслĕн экологилĕхне тата тухăçлăхне ÿстерме май параççĕ. Владимир Ивановăн ăслăлăх тĕпчевĕсем импорта хамăрăн таварпа улăштарас ĕçре питĕ кирлĕ», — палăртнă Андрей Александров.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
17 мая 2017
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter