Чăваш Енрен Даурен Куруглиев кĕрешӳçĕ – Европа чемпионатĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе ылтăн медале тивĕçнĕ

 


Европа чемпионатĕнче  грекпа римла, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсем хушшинче çу уйăхĕн 2-7-мĕш кунĕсенче Сербире Нови Сад хулинче спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.  Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ унта пĕрремĕш вырăна тухнă.  Пĕтĕмпе Раççей команди пиллĕк ылтăн, тăватă кĕмĕл медале тивĕçнĕ тата çичĕ пăхăр медаль илме тивĕçлĕ пулнă. 

 Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ командин пухмачне ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе пĕрремĕш ылтăн медале  Чăваш Республикинчен Даурен Куруглиев кĕрешӳçĕ илсе килнĕ.  

Çак ырă сăлтавпа, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççейĕн Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн Президентĕнчен Михаил Мамиашвилирен тав çырăвĕ килсе çитнĕ.

 «Раççейре, Чăваш Республикинче кĕрешӳ спортне аталантарма пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Сире хамăр ятран пысăк тав сăмахĕсем калатпăр. Эпир пĕрле тăрăшса ĕçленине кура, малашне те пирĕн çĕршыв кĕрешӳçисем, Париж хулинче çурла уйăхĕнче иртекен Тĕнче чемпионатĕнче те  пысăк çитĕнӳсем тăвассине шансах тăратăп», - тесе çырнă тав çырăвĕнче.



18 мая 2017
10:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter