Акана çак кунсенчех вĕçлемелле

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенче çурхи ĕçсене еплерех йĕркеленипе кăсăкланчĕ.

Андрей Хорошавин хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулса техника культурисене мĕнлерех акнине тишкерчĕ. Республика Пуçлăхĕ АПК организацийĕсен ертÿçисене тĕрлĕ шайри пуху-канашлура вĕсене ытларах туса илме пĕрмай чĕнсе калать. Мĕншĕн тесен асăннă культурăсене сутса тупăш тыр-пултан чылай ытларах тума пулать. Чăваш Енре вĕсенчен услам нумай илекенсенчен пĕри — А.Хорошавин хуçалăхĕ. 2016 çулта кунта çу юхтармалли йĕтĕн — 460, çурхи рапс — 430, кĕрхи шăпкан /рыжик озимый/ 400 гектар йышăннă. Хуçалăх вĕсене Раççей тата унăн тулашне сутса çуллен укçа чылай тăвать. Пĕлтĕр мĕн пур йышши продукцирен таса тупăш 18,9 млн тенкĕ илнĕ. Ку — çу юхтармалли культурăсем туса илме ĕмĕтленекен организацисемшĕн ырă тĕслĕх.

«Иртнĕ çул рапс рентабельноçĕ 50% пулчĕ, тĕш тырă культурисенчен самай ытларах», — терĕ ХФХ ертÿçи.

Республика Пуçлăхĕ унта ĕçлекенсен шалăвĕпе кăсăкланчĕ. Иртнĕ çул вăл кашни уйăхра вăтамран 6542 тенкĕпе çеç танлашнă. Ку Чăваш Енри бюджет тытăмĕн тулашĕнче вăй хуракансен чи пĕчĕк ĕç укçи виçинчен те сахалрах. М.Игнатьев сăлтавне пĕлесшĕн пулчĕ. «Кашни уйăхра ĕç укçи тÿленипе пĕрлех преми паратпăр», — терĕ фермер. Анчах ăна бухгалтери кашнин счечĕ çине куçарать-ши е конверта чиксе алăран тыттарать-ши — ăнлантарса памарĕ. ЧР Пуçлăхĕ ĕçшĕн тÿлемелли сăрă схемăсем ниçта та пулмалла маррине аса илтерчĕ.

Ака пĕтĕмлетĕвĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Павлов паллаштарчĕ. Çу уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен мĕн пур лаптăкĕн 50,9% кăна акнă. Республикăн вăтам кăтартăвĕ — 58,2%. М.Игнатьев уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатма ыйтрĕ.

Красноармейски районĕнче акана лайăхрах йĕркеленĕ. Çуртрисен лаптăкĕн 63% акнă. 15-мĕшĕ тĕлне «Таябинка» агрофирма кăтартăвĕ пысăкрах — 67,5%. Михаил Игнатьев кунти ĕçсене те тишкерчĕ. Уйрăммăн илсен ăна пĕлтĕр кĕрхи культурăсене 1266 гектар акса хăварни савăнтарчĕ. Вĕсене аммиак селитрипе апатлантарнă. Çĕр улми 140 гектар /56%/ лартнă. Елена Николаева агроном акана çак кунсенчех пĕтерме палăртнине пĕлтерчĕ.

«Красное Сормово» обществăра та ăна паян-ыран вĕçлеççĕ. Пĕтĕм уй-хире акса хăварма çунтармалли-сĕрмелли япаласем, минерал удобренийĕ çителĕклĕ, техника тата çынсем кал-кал ĕçлеççĕ.

Общество ертÿçи Святослав Иванов пире вĕр çĕнĕ техника тырă акнине уя кĕртсе кăтартрĕ, механизаторсем агротехнологие пăхăнса ĕçленине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Хуçалăх тĕш тырă культурисене иртнĕ çул 3,6 пин, тĕшĕлĕх куккурус 729 тонна пухса кĕртнĕ. Унăн тĕп пайне ĕне выльăхран продукци туса илме янă. Унпа кăçал та тухăçлă усă курасшăн. Фермăра ĕне выльăх — 905, çав шутра сăвакан ĕне 330 пуç. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен вăтамран 21 килограмм сĕт сăваççĕ.

— Çĕртен тата выльăхран продукци туса илес ĕçсене çыхăнтарса пыратпăр, — терĕ С.Иванов. — Выльăх апачĕ 1,5 çуллăха хатĕрлетпĕр. Ăна хывма тепĕр управ тума палăртрăмăр.

Общество ĕне витине тата сумалли блока ĕçе кĕртме 58 млн тенкĕ тăкакланă. Кăçал патшалăхран 18 млн тенкĕлĕх субсиди илме министерствăна документсем тăратнă. Çак шайра ĕçлеме вĕренмелле хуçалăхсен.

Комплексра 25 çын вăй хурать. Предприятире ĕçлекенсен иртнĕ çулхи кашни уйăхри ĕç укçи 15,4 пин тенкĕ, выльăх пăхакансен ытларах та пулнă.

М.Игнатьев С.Иванова ял тăрăхĕнчи килти хуçалăхсенчен сĕт пухса завода турттарма сĕнчĕ. Çакă ял çыннисене продукци лайăхрах хакпа сутма май парĕ. «Красное Сормово» ертÿçи ку ыйтăва çак кунсенчех сÿтсе явма шантарчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ республикăри тупăш сахалрах тăвакан хуçалăхсене обществăран ырă тĕслĕх илме чĕнсе каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Молотков çурхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. М.Игнатьев республикăри уй-хир ĕçĕсене çак кунсенче вĕçлеме ыйтрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ   



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
19 мая 2017
16:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter