Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăл леш енче йывăç-тĕмсем лартнă çĕре хутшăннă

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăл леш енче йывăç-тĕмсем лартнă çĕре хутшăннă.  Пĕтĕм Раççейри çуркуннехи тапхăрпа ирттерекен акцине Чăваш Енре хапăл тусах халăх йышлăн тухнă. Вăрмансем лартса хăварас ĕçе çакăн пекех Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Правительство членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем, регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, экологи юхăмĕн обществăлла организацисен членĕсем, волонтерсем, мĕнпур çамрăк йышлăн акцине хутшăннă.   

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ акцине пуçтарăннисене ăшшăн саламланă.  2010-мĕш çулта çунса кĕлленнĕ вăрмансен территорийĕсене çĕнĕрен çамрăк хунавсемпе ешертнине асăннă. Хальхи вăхăтра вăл лаптăкран 50 проценчĕ çĕнĕ йывăç-тĕмсемпе ешерет.  Çитес виçĕ çул хушшинче лаптăка тĕпрен çĕнетсе пĕтерме тĕллев лартнă. «Çуркунне кашни çул йывăçсем лартса хăваратпăр.  Палăртма кăмăллă, çамрăксем, ачасем мероприятине савăк кăмăлпа пуçтарăннă. Кун йышши мероприятисем  халăхăн кăмăлне ырă енне улшăнма витĕм кӳреççĕ тата çитменнине тавралăх та çĕнĕ хунавсемпе пуянланать.  Шанатăп, пирĕнпе пĕрле ĕçлекенсем яланах, тăван тавралăха упрасса, юратасса»,  - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Пурĕ республикăра 40 пин йывăç-тĕм лартса хăварнă.  Çамрăк хунавсене çуркуннехи тапхăрта ларма  ятарласа пăхса çитĕнтернĕ. Хальхинче  халăх 8 гектар лаптăка йывăçсемпе илем кӳртнĕ.  Пĕр килнĕ пек чухне, Михаил Игнатьев пĕлтĕр лартса хăварнă йывăçсене те пăхса çаврăннă.

Çак акцине Федерацин Вăрман хуçалăхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Палăртнă мероприяти халăха вăрмансене упрама, çут çанталăка хисеплеме вĕрентет. 

Пурĕ республикăра акци тапхăрĕнче  170 гектар çĕр лаптăкĕсем çинче парксемпе скверсене, 28 гектар çинче вăрмансем лартса хăварма тĕллев лартнă. Тавралăха тирпей-илем кӳртес ыйту кун йĕркинчех. Вĕренӳ учрежденийĕсенче тĕрлĕ уроксем, лекцисем ирттерме палăртнă.

Фоторепортаж



02 мая 2017
07:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter