Регионти мĕнпур халăх тавралăха тирпей-илем кӳртессипе йышăннă субботнике тухнă

 Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекенсем, регионти тĕрлĕ министерствăсенче тăрăшакансем, предприятисемпе организацисен вăй хуракансем, вĕренӳ учрежденийĕсенче ăс пухакансем, волонтерсем, регионти мĕнпур халăх тавралăха тирпей-илем кӳртессипе йышăннă субботнике тухнă.

Тăван тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕç çине Чăваш Ен Пуçлăхĕ пысăк тимлĕх уйăрать, республикăри ял тăрăхĕсенче тирпейлĕх хуçалантăр тесе ыйтăва кун йĕркинче тытать. Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев хулара пурăнакансене тавралăха юратма, тăван çĕре хисеплеме чĕнсе каланă, кашни çынăн тавралăх тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшмаллине палăртнă.  Экологи енĕпе йышăннă акципе килĕшӳллĕн, Шупашкарта ытларах халăх массăллă пуçтарăнакан вырăнсене субботник йĕркеленĕ.  

Фоторепортаж



02 мая 2017
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter