Чаваш Енре çанталăк типĕ тăрать, пушартан сыхланмалли ĕçсене пĕтĕмпех планпа пăхса тухнă

 Пушартан асăрханас пирки çивĕч ыйтăва паян, çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин тĕрлĕ службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ планеркăра Михаил Игнатьев тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов хăйĕн докладĕнче пушартан сыхланмалли ĕçсене пĕтĕмпех планпа пăхса тухнине палăртнă. Пушарсем ăнсăртран сиксе тухас пулсан та, техника яланах хатĕр тăнине, служба ĕçченĕсем те çителĕклĕ пулнине асăннă. Çанталăк типĕ тăнине кура, пушарсем алхасма пултарас хăрушлăх пуррине палăртнă.  Йĕпреç тăрăхĕнче пушар тухнă тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ. Чукун çулĕпе иртнĕ тепловозсем хăйсем хыççăн, çулăм (хĕлхем)  пайăркисене пăрахса хăвараççĕ, типĕ курăк çине ӳксен тӳрех пушар тухма пултарать.

 Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче çу уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенчех сахал мар пушар тухнă тĕслĕхсене шута илнине пĕлтернĕ.  Пĕтĕмпе виçĕ кун хушшинче пушар хуралĕнче ĕçлекенсем 90 хут вут-кăвара сӳнтерме тухнине асăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытларах халăх хушшинче профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттермеллине асăрхаттарнă. Пурлăха инкексенчен  страхламалли пирки те асăннă. «Çынсен инкексенчен асăрханма ют кăлтăксенчен вĕренмелле. Пушарсен шучĕ сахаллантăр тесе, пурин те çине тăрса унпа кĕрешмелле,  инкек тӳснисем пирки халăха пĕлтерсех тăмалла», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин саккунсен пайне çĕнĕлĕхсем кĕртни пирки чарăнса тăнă.  Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, банксен «Мир» карттăна 2018-мĕш çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен мĕнпур банкоматсенче йышăнма хатĕр пулмалла.  Енчен те суту-илӳ предприятийĕсене çулталăк тупăшĕ 40 миллионран та иртсе каять пулсан, вĕсен кăçал юпа уйăхĕ хыççăнах «Мир» карттăпа ĕçлеме тытăнмалла.  

«Мир» ятлă карттăсен тытăмĕн операторĕ пĕлтернĕ тăрăх,  Раççей банкĕсем пĕтĕмпе пиллĕк миллион ытла карта хатĕрлесе кăларнă. Хальхи вăхăтра «Мир» карттăпа 70 банк ĕçлет, терминалсенче 95 процента яхăн тивĕçтерни те куçкĕретех.     Пĕр сăмахпа каласан, укçасем банкоматсенчен çак асăннă карттăпа илме пулать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче, вĕсен ĕçтешĕсем «Мир» картта çине куçнине пĕлтернĕ. «Унпа ĕнтĕ уйăх ытла та усă кураççĕ. Хулари мĕнпур банксенче çак карттăпа йышăнаççĕ», - тесе каланă вăл.  Хальхи вăхăтра республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсене çак карттăпа тивĕçтермеллин графикне те йĕркеленине пĕлтернĕ, муниципалитетсемпе те çак ĕçсене явăçтарасси хĕрӳ пынине каланă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çак мероприятине пурин те хутшăнмаллине асăннă. «Мир» карттăпа ĕçлеме питĕ ансат пулассине шанса каланă.   



02 мая 2017
17:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter