Чăваш Енре Çуркуннепе Ĕç уявне халалласа ирттернĕ пулăмсенче пурĕ 120 пин ытла çын хутшăннă

 Кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çуркуннепе ĕç уявне пысăк шайра йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Право хуралĕн органĕсенче ĕçлекенсене обществăра йĕркесĕрлĕхрен сыхă тăнăшăн, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕшĕн тав тунă. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ пуçаруллă ĕçе мухтава кăларнине, халăхсен пĕр шухăшлăхĕн тата социаллă яваплăхĕн символĕ пулса тăнине, ĕç яланах  çĕршыври тăнăçлăхăн тата этемĕн ырлăх-тивлетлĕхĕн шанчăклăхĕ пулнине, Чăваш Енре пурăнакансем мĕн авалтанпах ĕçе юратнипе, пĕр-пĕрне пулăшнипе палăрса тăнине, пуринпе те çураçуллă пулма ăнтăлнине палăртнă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев пурĕ регионта çак паллă пулăма халалланă 150 ытла мероприяти иртнине пĕлтернĕ, вĕсенче 120 пин çын хутшăнса хăйсен кăмăлне çĕкленине палăртнă. Çав шутран Шупашкарти шествинче 32 пин ытла çын хăйсен кăмăлне тултарнине асăннă.

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем çывхарса килекен Çĕнтерӳ кунĕ пирки те тĕплĕн канашланă.  Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă мероприятисен планне тĕплĕн тишкернĕ.  Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче, паянхи куна регионта пурĕ 18,5 пин вăрçă ветеранĕ пурăннине пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  мероприятисене çӳллĕ шайра йĕркелеме хушнă, кашни ветерана пысăк тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă. Асăну палăкĕсене тирпейлесе тасатмаллине, пĕр сăмахпа каласан таврара илемлĕх хуçаланмаллине асăрхаттарнă.

Аса илтеретпĕр, ыран Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 72 çул çитнĕ ятпа ирттерекен уява хатĕрленес енĕпе ĕçлекен  ушкăнăн ларăвне ирттерет.



02 мая 2017
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter