Кăçал Шупашкарта иртнĕ Çуркуннепе Ĕç уявне 32 пин ытла халăх пухăннă

 

 


Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта Çуркуннепе Ĕç уявне анлăн паллă турĕç. Уяв шествине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Унпа пĕрле мероприятинче Чăваш Республикинчи  «Чувашрессовпроф» организацийĕн председателĕ Анатолий Коршунов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов,  Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем, организацисемпе предприятисенчен йышлă делегаци, тĕрлĕ вĕренӳ учрежденийĕсенчен ятарлă представительсем, пĕр сăмахпа каласан регионти мĕнпур халăх туслăн уява пухăннă.  

Кăçал уяв паратĕнче пурĕ 32 пин ытла çын пулнă. «Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ пуçаруллă ĕçе мухтава кăларать, халăхсен пĕр шухăшлăхĕн тата социаллă яваплăхĕн символĕ пулса тăрать. Ĕç яланах  çĕршыври тăнăçлăхăн тата этемĕн ырлăх-тивлетлĕхĕн шанчăклăхĕ. Чăваш Енре пурăнакансем мĕн авалтанпах ĕçе юратнипе, пĕр-пĕрне пулăшнипе палăрса тăнă, пуринпе те çураçуллă пулма ăнтăлнă», - тесе каланă уява пухăннисене саламланă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ĕç - воспитанин пĕр енĕ, вăл çамрăк ăрăвăн ăс-тăнпа кăмăл-сипет пахалăхĕсене йĕркелет, таврари çынсене, Тăван çĕршыва хисеплеме хăнăхтарать тесе каланă сăмаха малалла тăснă май регион Ертӳçи. Пĕлтĕр республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă пулнă. Сахал мар тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ. Регионта халăх валли пысăк технологиллĕ 2700 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çемье туприне упраса хăварассишĕн, кăмăл-сипет туйăмне пуянлатасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.  Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ыйту çине витĕм кӳрессишĕн, республикăра социаллă политикăна аталантарасси çине тимлĕх уйăрассишĕн, халăх валли тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлессишĕн тăрăшаççĕ.

Фоторепортаж



02 мая 2017
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter