Республикăри 19 районта çурхи уй-хир ĕçĕсене тухнă

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – çурхи уй-хир ĕçĕсем.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ  Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче республикăра мĕнпур районсенче уй-хире ĕçлеме тухнине пĕлтернĕ, çав хушăрах Муркашпа Сĕнтĕрвăррисем çуракине васкаманнине палăртнă. Пăрçа йышши культура акса хăварма çĕр лаптăкĕсене сухаласа пынине каланă. Кăçал акса хăвармалли çурхи çĕр лаптăкĕсен пайĕ  320 пин гектар йышăнать, паянхи кун тĕлне вĕсенчен 14 пин гектар çĕре акса тирпейлеме те ĕлкĕрнĕ. 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, кăçалхи çул валли ял хуçалăх пайне патшалăх енчен пурĕ 2 млрд 331 млн тенкĕ куçассине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Пĕлтĕрхи кăтартуран 10 процент пысăк пулни курăнать.  Регион Правительстви пуçарăвĕпе, яваплăха туйса ĕçлекен çĕр ĕçченĕсене Чăваш Республикин гаранти фончĕ пулăшу парасси  пирки ыйтăва тишкерет.   «Пулăшусене вăхăтра аграри пайне илсе çитермелле.  Пирĕн пĕр тĕллев – çурхи ĕçсене вăхăтра тирпейлесе пуçтарасси, кĕркунне тухăçа туллин пухса кĕртесси», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Палăртса хăваратпăр, республикăра акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкне 2017-мĕш çулта 585 пин гектар пăхса хăварнă, пĕлтĕрхинчен 8,7 пин га. нумайрах.  



02 мая 2017
14:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter