Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççейшĕн» Халăх фрончĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла юхăмăн регионти уйрăмĕн представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççейшĕн» Халăх фрончĕ»  Пĕтĕм Раççейри обществăлла юхăмăн регионти уйрăмĕн представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче вĕсем Пĕтĕм Раççейри Халăх фрнчĕн проекчĕсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.  Тавралăха тирпей-илем кӳртес, çулсем çинчи путăк çурăксене вăхăтра тупса палăртас тата ытти уйрăм проекчĕсем çинчен чарăнса тăнă.     

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ОНФăн пайташĕсене пĕр-пĕринпе тухăçлă килĕшсе ĕçлесе пынăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Халăхăн актуаллă ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă ĕçсене хутшăнса пысăк витĕм кӳнине асăннă регион Пуçлăхĕ.

«Пирĕн  пурсăмăрăн та пĕр тĕллев пулмалла – ĕçсене пахалăх тĕлĕшĕнчен пысăк шайра пурнăçласси.  Халăхпа яланах куçа-куçăн курса калаçмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Хулари  тирпейлĕхе пăхса тăрассипе ĕçлекен проектăн пуçаруçи Владислав Солдатов хăйĕн сăмахĕнче, хăш-пĕр вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сайчĕсем çинче тавралăха тирпей-илем кӳртессипе палăртнă ятарлă хыпарсем пулманнине асăннă.  Çакă питех те пысăк çитменлĕх тесе каланă.  Проектсене пурнăçа епле кĕртсе пынине ниçта  та вуласа пĕлме хĕн тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтăва итленĕ хыççăн, тӳрех Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсене сĕнĕве шута илсе çитменлĕхсене пĕтерме хушнă.   «Халăхăн кирек-епле хыпарсене те вăхăтра пĕлсе тăмалла.  Муниципалитетсенче проектсене пурнăçа кĕртсе хăварассипе ятарлă программа та ĕçлемелле.  Хула çыннисен хăйсен çурчĕ таврашĕнче тирпей-илем кĕртме хăçан плана кĕртсе хăварни пирки те лайăх ăнланмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.

Çулсен тирпейлĕхне пăхса тăрассипе йышăннă проектăн пуçаруçи Илья Васильев интерактивлă карта пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Халăх çак карта çине тăтăшах хăйсен сĕнĕвĕсене пĕлтерсе тăнине каланă. Çитменлĕхсем çинчен те тăтăшах çырса пынине асăннă. Халăх строительство ĕçĕсен пахалăх шайне тимлĕ тишкернине палăртнă.

Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт министрĕ Владимир Иванов республикăри çулсене тирпейлесе сарассипе пăхса хăварнă ĕç планĕ çинчен каласа кăтартнă.   Уйрăмах, Вăрмар, Канаш, Çĕрпӳ,  Йĕпреç, Патăрьел, Вăрнар, Красноармейски территорийĕнчи автомашина çулĕсен шăпи пирки чарăнса тăнă.

Тĕпрен тасатса тирпейлессипе ĕçлекен ушкăнăн ертӳçи Владимир Михайлов йывăрлăх кăларса тăратакан муниципалитетсем пирки каласа кăтартнă. Республикăри чи таса мар вырăнти хăй тытăмлăх органне – Вăрмарсем тесе палăртса хăварнă.  Çак асăннă муниципалитетра юхăнса выртакан çӳп-çап куписен çав тери нумай пулнине асăннă.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Чапрасова хăйĕн сăмахĕнче, тавралăха тирпейсĕрлетекен  граждансене явап тыттарассипе саккунсен йĕркине çирĕпрех йышăнса хăварма сĕннĕ.   Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене ку енĕпе тирпейлĕхе пăсакансене тупса палăртсан, явап тыттарма пулăшакан ĕç хучĕсене пăхса хăварма чĕнсе каланă.     

Михаил Игнатьев республикăри чи таса районсемпе хуласен, ял тăрăхĕсен реестрне йĕркелеме хушнă. «Енчен те районсемпе хуласенче тирпейлĕ пулсан, хăшĕсене пулăшу парса та тивĕçтерме юрать.  Халăхăн та кăмăлĕ уçăлса кайĕ, тен ун чухне тирпейлĕх çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

КУ хутĕнче строительство теми те кун йĕркинчех пулнă. «Çĕнĕ хула»  строительство ĕçĕ пирки  тĕплĕн чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ регионти строительство ĕçĕсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.  Ача сачĕсем, шкулсем, сывлăх сиплевĕн çурчĕсене регионта тăтăшах хута янине палăртнă вăл.   Чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри - çӳп-çап пуçтарса тирпейлемелли ятарлă объекта хута яни те çав тери республикăшăн пĕлтерĕшлĕ.

«Халăха кăсăклантаракан ыйтусене пĕтĕмпех çивĕч тĕрĕслеве илĕпĕр», - тенĕ  республика Пуçлăхĕ.

Фоторепортаж



22 мая 2017
18:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter