Автомашина çулĕсене тирпейлесе сарас ыйтăва паян, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере ирттерекен ĕçлĕ канашлура тĕплĕн сӳтсе явнă

Автомашина çулĕсене тирпейлесе сарас ыйтăва паян, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере ирттерекен ĕçлĕ канашлура тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин çул-йĕре транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хальхи вăхăтра Чăваш Енре çул-йĕр юсав ĕçĕсем вĕçленсе пынине пĕлтернĕ. «Подрядлă организацисем хăйсем çине илнĕ ĕçе яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Ĕç хĕрӳ пырать.  Çуллахи тапхăрпа ирттермелли строительство ĕçĕсем пуçланиччен, иртсе çӳремелли çулсене сарса пĕтересшĕн. Федераци пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче пурĕ 26 пин тăваткал метр  ытла çул саплаштарнă. Республика шайĕнчи,  вырăнти çулсене вара пурĕ 94 пин тăваткал метр чухлĕ юсаса сарнă», - тесе пĕлтернĕ министр.

  Кăçал Çул-йĕр фончĕ   объектсене тирпейлесе сарма пĕтĕмпе республика валли 5 млрд 103 млн тенкĕ пăхса хăварнă, палăртма кăмăллă вĕсенчен 2,5 млрд  ытла тенкипе паянхи куна тĕллевлĕ усă курнă та.  Федераци йышăннă «Хăрушлăхсăр тата паха çул-йĕрсем» программăпа килĕшӳллĕн, Шупашкарта объектсенче хĕрӳ ĕç пырать. Аса илтеретпĕр, республикăна федераци хыснинчен пурĕ 700 миллион ытла уйăрса панă.

Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн сăмахĕнче, кăçал мĕнпур аварисенчен 80 проценчĕ регион тата муниципалитетсем хушшинчи çулсем çинче пулнине пĕлтернĕ.  Вĕсенче 23 çын хăйсен пурнăçне вăхăтсăр татнине, 300-шĕ сусăрланнине асăннă.   Çав вăхăтрах çулсем çинче йĕрке пăснă тĕслĕхсене пăхса тăракан видеосăнавсем илме пĕтĕмпе 48 млн уйăрса хăварнă, анчах та вĕсенчен 4 проценчĕпе çеç усă курнине пăшăрханса пĕлтернĕ.   Ыйтăва итленĕ хыççăн, тӳрех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Владимир Иванова лару-тăрăва уçăмлатма, çивĕч тĕрĕслеве илме хушнă.  Михаил Игнатьев патшалăх заказĕсемпе ĕçлекенсене яланах тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарнă.

Тепре чухне вĕсем конкурсра хутшăнса объектсене ĕçлеме яваплăх илеççĕ, анчах вăхăтра ĕçе пурнăçламанни те сисĕнкелет.  «Бюджетран куçакан кашни тенкипе туллин тата тĕрĕс усă курмалла. Конкурс валли хатĕрленĕ ĕç хучĕсемпе те тимлĕ пулма тăрăшмалла.  Тĕлли-паллисĕр ĕçлеме пĕлмен подрядчиксене объектсене кĕртсе ямалла мар.  Кашни ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла, тата вăхăтра объектсене хута ярассишĕн ĕçлемелле. Строительство ĕçĕсен пахалăх енчен те пысăк шайра пулмалла, ун пирки те манма юрамасть», - тесе çирĕп каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.    

 



22 мая 2017
17:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter