Журналистсен пĕрлĕхĕ пуянланать


Хальхи вăхăтра та творчество ушкăнĕнче професси ăсталăхне çултан-çулах ÿстерсе пыракан калем ăстисем çук мар. Вĕсенчен пĕри хаçатăн ял хуçалăх пайĕн редакторĕнче тăрăшакан Ольга Петровна Павлова. Сăмах май каласан, журналист хаçат редакцине  ура ярса пусни 19 çул. Çак тапхăрта вăл икĕ хутчен ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ, Леонид Ильин ячĕллĕ преми лауреачĕ те пулнă. Унсăр пуçне чылай конкурссен çĕнтерÿçи те вăлах. Çак кунсенче Ольга Петровнăна тепĕр сăлтавпа - Раççей Журналисчĕсен сюзĕн членĕн удостоверенине илнĕ ятпа (ÿкерчĕкре редактор тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан А. Егорова саламлать) хаçат редакцийĕн коллективĕ ăшшăн саламланă.

Министерство информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики



22 мая 2017
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter