2017 çулхи пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ пирки ыйтăва паян, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере ирттерекен ĕçлĕ канашлура тĕплĕн пăхса тухнă

2017 çулхи пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ пирки ыйтăва паян, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни  эрнере ирттерекен ĕçлĕ канашлура тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев 9-мĕш класра вĕренекенсен патшалăх пĕтĕмлетӳ аттестацийĕ çу уйăхĕн 26-чен  пуçласа çĕртме уйăхĕн 29-мĕш кунĕсенче иртнине пĕлтернĕ.  Кăçал ку енĕпе хăш-пĕр уйрăмлăхсем пурри пирки те чарăнса тăнă министр.   Кăçалтан 9-мĕш класран вĕренсе тухакансен тăватă экзамен пурин те тытмаллине асăннă, енчен те вĕсем пĕтĕмĕшле пĕлӳ илнине çирĕплетекен аттестата алла илес теççĕ пулсан.  Енчен те вара  шкул ачисем экзаменсене ăнăçлă тытаймасан, икĕ предмечĕпе вĕсем тепĕр хут çырса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме пултараççĕ.  Ачасем виçĕ предметпа экзаменсене иккĕллĕх тытаççĕ пулсан, вĕсен кĕркунне авăн уйăхĕнче хăйсен пĕлĕвне çирĕплетсе пама тивĕ.  Тепĕр пысăк çĕнĕлĕх, ют чĕлхесемпе экзаменсене тытакансем сăмах вĕççĕн хуравсем тăратма пултараççĕ. Вĕсене электронлă майпа çырма та йышăннă.  Сăнавсем пуласси пирки яланах асăрхаттарнă, ăна  кăçал та çирĕп йышăнĕç. Экзаменсем тытасси çивĕчленсех пырать, ачасен пĕлĕвне тарăнрах тĕрĕслес тесе сахал мар çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă.  

11-мĕш класран вĕренсе тухакансем ППЭ çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен тытаççĕ.

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне 11 класс ачисем вырăс чĕлхипе çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче, математикăна - çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче, ыттисене вара суйласа илме те ирĕк.  Çĕнĕлĕхсем сахал. Хăш-пĕр экзаменсен вăхăтне е тăснă е кĕскетнĕ.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экзаменсене пурин те кирлĕ пек шайра йĕркелемеллине, ачасен пĕлӳ шайне çивĕч тĕрĕслесе, тĕрĕс хак памаллине, йĕрке пăсма никамăн та ирĕк пулманнине çирĕп каланă.



22 мая 2017
14:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter