Финалти пĕтĕмлетỹ, "Кивçурт" çĕнĕ çĕнтерỹçĕсене палăртрĕ

Турхан ял тăрăхне кĕрекен вăрман çумĕнчи анлă та янкăр уçланкăра çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" юхăмĕсен 49-мĕш финалти вăййисене пĕтĕмлетрĕç. Маларахри çулсенче пулас салтаксене çанталăк самай "ура хуни" пулнă: е витререн тăкнă евĕр çумăр лỹшкентернĕ, е çил ачи палаткăсене вĕçтерсе каясла çавăрттарнă... Хальхинче вара тăватă куна (малтанхи икĕ кунĕнче,17-18-мĕшĕсенче, туристсен слечĕ пулнă) тăсăлнă спортпа ăс-тăн пиçĕхĕвĕн вăййисенче çамрăк армеецсем хăйсен соперникĕсемпе вăйă вĕçне çитиех хĕвеллĕ те ăшă çанталăкпа киленсе кăмăлтан тупăшнă. Анчах кирек мĕнле вăйăра та юлашки результатсемпе чи-чи вăйли те кăтартулли пĕрре çеç пулать. Районти çамрăк "салтаксен" финалти пĕтĕмлетĕвне хутшăннă хисеплĕ ушкăн шăпах çĕнтерỹçĕсене, вăйăра пысăк хастарлăх кăтарнă çамрăк армеецсене Хисеп хучĕсем тата уйрăм парнесем парса чыс турĕ.

Районти çамрăк армеецсен 49-мĕш çарпа спорт вăййине пĕтĕмлетнĕ тата хупнă çĕре район администраци пуçлăхĕн çумĕ Леонид Кузнецов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн уйрăм начальникĕ Евгений Семенов, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт уйрăмĕн начальникĕ Ирина Рубцова, çак уйрăмра çамрăксемпе ĕçлекен центр директорĕ Алена Адикина, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Еремеев, ялта врач офисĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов, вăййа йĕркелесе ертсе пыракан Юрий Васюткин тата ыттисем те хутшăнчĕç, строя тăнă çамрăк армеецсене пысăк хастарлăхшăн, çитĕнỹшĕн, çивĕч çĕнтерỹшĕн тав турĕç.

Юбилей умĕнхи вăййа районтан 21 команда хутшăннă. Вăл шутра яланхиллех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсем икшер команда тăратнă: аслăраххисем те, кĕçĕнреххисем те пур.

Пĕтĕмлетỹ пайĕ чи пăлхануллă та хумхануллă самант пулчĕ. Уйрăмах "орлятниксем" тỹре членĕсен пĕтĕмлетĕвне чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Кун валли сăлтавĕ те пур. Программăпа килĕшỹллĕн теори тата практика пайĕсенче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулпа Первомайскисен вăйлă командисем пĕрремĕш вырăна черетлесе йышăннă. Хальхинче вара "Кивçурт" уçланкăра тỹре членĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнĕ çĕнтерỹçĕ ятне асăнчĕç, Первомайскисем соперниксенчен икĕ балл ытларах пуçтарса мала тухрĕç. Çавăнпа та вĕсене çарпа спорт уявне хутшăннисем район чысне хỹтĕлеме ăнăçу сунчĕç. Иккĕмĕш вырăн йышăннă Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти хастар армеецсене те уйрăм палăртмасăр иртсе кайма çук. Вĕсем ку таранччен пĕрре мар район чысне республикăра ăнăçлă хỹтĕлерĕç, Раççей шайне тухма та мехел çитерчĕç. Виççĕмĕш вырăна чыслă çĕнсе илнĕ Сăкăтсене те пысăк хастарлăхшăн тав турĕç.

"Зарница" юхăмри çар тумĕ тăхăннă çамрăксенчен вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул пĕрремĕш, иккĕмĕш вăтам шкул иккĕмĕш, Туçари вăтам шкул виççĕмĕш вырăнсене йышăннă ятпа саламларĕç. Хавхалантару призĕсем те пулчĕç. Турханти врач офисĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов вăйăра медицина ыйтăвĕпе палăрнă спортсменсене парнесемпе хавхалантарчĕ. Васкавлă пулăшу парс тĕлĕшпе пысăк ăсталăх кăтартнă турхан команди вара пĕр ещĕн мандарин "выляса" илчĕ!

Хаклав

Егор Селиванов, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Зарница" ушкăн командирĕ, триатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ: _

Пысăк çĕнтерỹ питĕ савăнтарать, малалла тата ытларах хамăрăн ăсталăха, спортри пултарулăха туптама хавхалантарать. Пирĕн ушкăн питĕ туслă, вăйлă, тĕллевлĕ. Шăпах çак енсем пире вăйăра пулăшса пычĕç те.

Батыревский район Чувашской Республики



22 мая 2017
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter