"Ĕç укçин виçине тата ăна вăхăтра парса тивĕçтернин ыйтăвне республика Правительстви çирĕп тĕрĕслет", - тенĕ Михаил Игнатьев

  Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăрлач-ака уйăхĕсенчи малтанласа палăртнă ĕç кăтартăвĕсене тишкересси пулнă.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин асăннă тапхăрти ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май, хăш-пĕр çитĕнӳсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.   Тавар калăпăшĕ ӳснине, çурт-йĕр хăпартса лартнин кăтартăвĕ пысăк пулнине, халăхăн ĕç укçин виçи хăпарнине,  ĕç рынокĕнче лару-тăру лайăхланса пынине асăннă.

2017 çулта кăрлач-ака уйăхĕсенче промышленноç производствин калăпăшĕн индексĕ 98,5 процентпа танлашнă. Кун пек  кăçалхи пĕрремĕш кварталти кăтарту никама та канăçсĕрлетмелле мар.   «Яланхиллех çулталăкăн пĕрремĕш çур çуллăхĕнче предприятисемпе организацисем хăйсен таварĕсене вырнаçтарма килĕшӳсене çирĕплетеççĕ.  Контрактсен калăпăшне кура, çитĕнӳсем те çук мар,  ӳсĕме эпир тӳрех çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕнчех курма пултаратпăр»,  - тенĕ Владимир Аврелькин.   Республикăра  хими, резина, пластмас хатĕрĕсем, машина тата ытти таварсемпе ĕçлекен предприятисем паян хăйсен промышленноç производствин калăпăшне пысăк пулнине кăтартса параççĕ. «Чебоксарское предприятие «Сеспель» АХО, «Автофургон», филиал АХО Фирма «Август» «ВЗСП», «ЧЭАЗ» АХО, «Лента» АО, «Завод «Электроприбор» АО, «ИЗВА» ТМЯО,  «Релематика» ТМЯО тата ытти предприятисем ӳсĕмпе ĕçлени пурсăмăра та хавхалантарать.

2017-мĕш çулта  пурăнмалли çурт-йĕр хăпартса лартнин кăтартăвĕ те пысăк, вăл 93,4 пин тăваткал метрпа танлашать.  Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе пăхас пулсан, 115,6 процент.

Ял хуçалăх ĕçĕнчи кăтартăва илес пулсан та ӳсĕмсем çук мар.  Министр каланă тăрăх, çанталăк лăпкă тăмарĕ пулин те, çурхи уй-хир ĕçĕсене республикăри хуçалăхсенче планпа килĕшӳллĕн пурнăçланаççĕ.  Аш-какай туса илес ĕç, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 87,9 процентпа танлашать. Кунта та хăш-пĕр çитĕнӳсем пуласси куçкĕретех.  «Тепре чухне çитĕнӳсем тума чăрмав кӳрекен предприятисем лару-тăрăва çивĕчлетеççĕ. Вĕсем: «Птицефабрика Акашевская» тата «Чувашский бройлер» ТМЯОсем.  Çулталăк планне пăхса хăварнă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсе пыма тĕллев лартнă», - тесе каланă Чăваш Республики  ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика  аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă май, ĕç укçин виçи пирки те сăмах пуçарнă.  Парăмсене вăхăтра парса татмаллине асăрхаттарнă.

«Организацисемпе предприятисем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, енчен те вĕсем йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ, халăхсене вăхăтра ĕç укçине парса тивĕçтермеççĕ пулсан, явап тыттармалла. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсен лару-тăрăва кулленех тĕрĕслесе пымалла.   Ĕç коллективĕсенче пулмалла, халăхăн шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлмелле.  Çынсене шалу укçине туллин памалла, вăхăтра тивĕçтермелле. Енчен те çак ыйтăва пурнăçлама май килмесен, тепре чухне пурлăха сутсан та йăнăш пулмĕ.  Нумай предприятисемпе организаци ертӳçисем чăнкă автомашинăсемпе ярăнса çӳреççĕ, хăйсен предприятийĕсенче ĕçлекенсем шалу укçисĕр лараççĕ. Кун пек йĕркесĕрлĕх пачах та пулмалла мар»,  - çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. 



22 мая 2017
13:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter