Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Хисеп орденĕпе чысланă

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври чи паллă ăста  граждансене пысăка хурса хакланине пĕлтерекен Указа алă пусса çирĕплетни пирки материал  пичетленсе тухнă.

Ĕçри пысăк çитĕнӳсемшĕн, общество ĕç-хĕлĕнче  нумай çулсем хушши активлă тата тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп орденĕпе  Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева чысланă.



23 мая 2017
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter