Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев оборона промышленноç комплексĕнче тăрăшакан предприятисен ертӳçисемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев оборона промышленноç комплексĕнче тăрăшакан предприятисен ертӳçисемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.   Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем Раççей Президенчĕ тата РФ Правительстви  регионсем умне лартнă тĕллевсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Патшалăх оборонин заказĕсене пурнăçланă чухне пысăк технологисене пурнăçа кĕртсе пырасси пирки тĕплĕн канашланă.

Аса илтеретпĕр, РФ Президенчĕ Владимир Путин кашни çул РФ Федераци Пухăвне тухакан Çырура оборона комплексĕн предприятийĕсенче 2030 çул тĕлне 50 процентран кая мар граждансем валли таварĕсене тивĕçтермелли пирки çапларах палăртнă пулнă.   «Предприятисене финанс тĕлĕшĕнчен пысăк тĕрев парĕ. Ĕç коллективĕсене тытăнса тăма та меллĕ.  Импорта улăштарассипе йĕркеленĕ ĕçсене те пурнăçлама аван пулĕ.  Пысăк технологиллĕ эксперта вăй илтерме лайăх пуласси те куçкĕретех», -  тенĕ Раççей Президенчĕ.  

«Оборона комплексне хăватлантарни, техника тата хĕç-пăшалсене калăплама май паракан производствăсене аталантарни пĕтĕмпех çĕршыв потенциалне ӳстерме витĕм кӳреççĕ.  Çав вăхăтрах Чăваш Республикин экономикине те вăй илтерме пулăшĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.     

Калăпăр, 2016 çулта республикăри ултă организаци патшалăх заказĕсене пурнăçлама 1181 ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ.  Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 25,9 млрд танлашнă.  Вăтамран предприятисенче çынсем уйăхсерен 32232 тенкĕ илнĕ пĕлтĕрхи çул.  Чăваш Республикинче те вăтам ĕç укçи пĕчĕкех мар, пурăнма хавхалантарать – 22736,3 тенкĕпе танлашать.

Оборона валли ĕçлекен предприятисемпе организацисен пуласлăхĕ çав тери пысăк.  Вĕсен пысăк технологи предприятисенче вăй илни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Кулленех тĕрлĕ наука пайĕнчи аслă шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, специалистсен пĕлӳ шайĕ те çав тери пысăк. 

Сăмаха май, Михаил Игнатьев медицина, энергетика,  информаци технологийĕсенчи çĕнĕлĕхсене те анлăрах вăй илтерсе пымалли пирки чарăнса тăнă.  Ку хутĕнче ертӳçĕсем ытти кăткăс ыйтусене те сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

 Фоторепортаж



23 мая 2017
17:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter