Чăваш Енпе Турци хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусем çирĕпленсех пыраççĕ

 


Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Турци Республикин Хусанти Генеральнăй консулĕпе Турхан Дильмачпа тата Турци Республикин Хусанти Генеральнăй консульствин вице-консулĕпе Нуреттин Каяпа  ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусене анлăлатассипе çыхăннă ыйтусем тавра канашланă.  Суту-илӳ, гуманитари тытăмĕнчи хăш-пĕр ыйтусем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Аса илтеретпĕр. Икĕ енлĕ килĕшӳ ĕç хутне Турципе Раççей хушшинчи çыхăнăва малалла та тăсас пирки, çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев алă пусса çирĕплетнĕ пулнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче,  çакă пушех те малалла та килĕшсе ĕçлеме пысăк витĕм кӳрессе шанса каланă. 

Палăртса хăваратпăр: Турципе Чăваш Ен хушшинчи суту-илӳри тавар çаврăнăшĕ 2115 пин  СШАн долларĕпе танлашнă.   Хими, электротехника, промышленноç, ял хуçалăх тата ытти таварĕсене вĕсен тăрăхĕнче вырнаçтарса, çак кăтартăва  тата та ӳстерме тĕллев лартасшăн Чăваш Республики.  

«Тĕрлĕ халăхсем хушшинчи çыхăнăва тытса пыма Чăваш Ен яланах хатĕр тата уçă. Паха условисем хатĕрлессипе эпир пĕрремĕш çул кăна ĕçлеместпĕр.  Килĕшӳ хучĕсене те сахал мар алă пусса çирĕплетнĕ. Бизнес валли ятарлă хăтлă условисем хатĕрлесе тăратнă. Инфратытăма вăй илтеретпĕр.  Инвестициллĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пырассипе малалла та ĕçлĕпĕр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Хусанти  Турцийĕн Генконсулĕ Турхан Дильмач палăртнă тăрăх, тачă çыхăнса ĕçлемелли пĕртен-пĕр чаплă регион Чăваш Республики тенĕ. Вĕсене имĕш пирĕн республика кăмăла кайнă.     «Эпир Чăваш Республикинче пулнишĕн хĕпĕртерĕмĕр.  Нумай çулсем хушши тачă çыхăнса ĕçлени – паян та тĕрлĕ ыйтусене татса пама витĕм кӳрет.  Пуласлăхра ĕçлĕ çыхăнусене татах та сарасшăн», - тенĕ сумлă хăна.

Аса илтерсе хăваратпăр, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче кăçал Мускавра Раççей МИДче Чăваш Республики пирки чаплă презентаци иртнĕ.  Ун чухне шăпах та, пирĕн республикăн çитĕнĕвĕсемпе Турци Республикин  Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Хюсейин Дириоз тĕплĕн паллашнă пулнă.

Фоторепортаж



23 мая 2017
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter