Эрех-сăра сутассипе çыхăннă ĕç хучĕн йĕркине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ

 Паян Михаил Игнатьев ирттернĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче эрех-сăра сутма чарас ыйтăва пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче йышăннă документ обществăлла апатлантару уйрăмĕсенче эрех-сăра сутма чарассине пĕлтернĕ.  Енчен те тата çак объектсем нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче вырнаçнă пулсассăн, çакăн йышши çуртсенче - кафе тата ресторансемсĕр пуçне,  эрех таврашне вунă сехетрен пуçласа каçхи вунпĕр сехетччен  сутма пăрахăçланĕ.  Вунпĕр сехет хыççăн, ресторансенче кăна эрех сутăнĕ.   

Тепĕр пысăк çĕнĕлĕх, халăх йышлă пухăнса ирттерекен массăллă мероприяти вăхăчĕсенче эрех-сăра таврашне сутма чарасшăн.  

Владимир Аврелькин çакăн пек çĕнĕлĕхсем кĕртессине пĕлсе, уйрăм заведенисем хăйсен статусне улăштарма пăхнине, «кафе» теме йышăннине пĕлтернĕ.  Пур-пĕрех вĕсенчен нумайăшĕ патшалăх стандарчĕсемпе тӳр килменнине асăрхаттарнă.  Пăтăрмахсене предпринимательсем хăйсем шыраса тупнине асăннă. Тата тепĕр тĕслĕх пирки те чарăнса тăнă министр. Хăшĕ пĕрисем аренда шучĕпе суту-илӳ лаптăкĕсене ӳстерме те палăртнине каланă. Кун пек йышăну тусан, вĕсене эрехе çурçĕрте сутма май пулĕ имĕш тесе шутлаççĕ пулмалла, анчах та кăлăхах.   Эрех-сăра сутма илнĕ лицензи пур предпринимательсен хăйсен объекчĕсене патшалăх йĕркине пăхăнса çирĕп тирпейлесе çитермелле. Хушма çĕнĕлĕхсене вара пушшех те тĕпе хума тăрăшмаллине асăрхаттарнă министр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх политикин тĕп приоритечĕ – халăхăн сывлăхне упраса хăварасси тенĕ.  Кашни çынăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, ача-пăчасене мĕн пĕчĕкрен сывлăха çирĕплетме,  пурне те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентмелле.

 



24 мая 2017
13:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter