«Республикăри коммерцисĕр организацисене социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçе ытларах явăçтармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев

Паянхи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри - Чăваш Енри социаллă тĕллевлĕ коммерцисĕр организацисене пулăшу парассипе йышăннă саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасси. Проекта тĕплĕн пăхса тухса йышăну туса хăварнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин СОНКОче хăйсен ирĕкĕсемпе ĕçлекенсене професси тĕлĕшĕнчен хушма пĕлӳ илме май паракан çĕнĕлĕхе саккун проектне кĕртсе хăварнине асăннă.    

Кунсăр пуçне, коммерцисĕр организацисем  - обществăшăн кирлĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлакансен ытти хăш-пĕр пулăшусене те илме ирĕк пуррине асăннă министр.  Икĕ çултан кая мар вĕсен финанс тата пурлăх енчен пулăшу тивĕçесси паллă.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçлекен коммерциллĕ мар обществăлла организацисен тĕрлĕ хыпарсем илсе тăма ирĕк те пур.  Патшалăх массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен вĕсене тӳлевсĕр майпа эфира тухма ирĕк памалла. Хаçатсенче, «Интернет» çыхăнăвĕсенче те вĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕ пирки материалсене тӳлевсĕр пичетлесе кăларма пултараççĕ.

Пирĕн республикăра коммерциллĕ мар организацисене пĕтĕмпе 900 яхăн шута илсе регистрациленĕ. Вĕсене ытларах та ытларах социаллă ĕçсене явăçтарассишĕн тăрăшмалла тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



24 мая 2017
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter