Чăваш Республикин тĕп хулинче Славянсен çырулăхĕпе культурине халалласа торжествăлла мероприяти иртнĕ

 «Пирĕн вăй – пĕрлĕхре!» ятлă девизпа Чăваш Республикин тĕп хулинче  Хĕрлĕ лапамра, Славянсен çырулăхĕпе культурине халалласа торжествăлла мероприяти иртнĕ.   Ăна Раççейре çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче паллă тума йышăннă.   Çак кун пуçласа Чăваш Енре Ача-пăчасен хорĕ халăх умне хăйĕн пултарулăхĕпе тухнă.  Хора республикăри районсемпе хуласенчен пурĕ 600 ача хутшăнма кăмăл тунă.


«Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра обществăлла политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă пултăр тесе тата ăна упраса хăварассишĕн хăй ирĕкĕпе кирлĕ пек мерăсем йышăнать. Халăха ыранхи куна шанса пурăнма хистет.  Пирĕн вăй халăхăн пĕрлĕхĕнче.  Çакăн йышши уявсем, пире пурсăмăра та яваплăха туйма, историне ăша хывса пыма, кăмăл-туйăма ырă енне улăштарма,  йăла-йĕркене тытма вĕрентеççĕ.  Пирĕн Раççейе тата та вăйлăрах, хитререх тума витĕм кӳреççĕ», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

Культура пурнăçĕшĕн çак хор пĕрремĕш хут халăх патне тухнине ырă пулăм тесе каланă регион Пуçлăхĕ.  Ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене куншăн ырласа тав тунă.  

Славянсен çыруллăхĕпе культурин кунĕ ячĕпе республикăра пурăнакансене саламланă май, регионта иртекен X кинофестиваль пирки те чарăнса тăнă.  Çак анлă мероприяти чăваш çĕрĕ çинче иртнине пĕлтернĕ. Раççей академийĕн кино ертӳçи, академик , Шупашкарта пулакан Пĕтĕм халăхсем хушшинчи кинофестиваль программăн директорĕ Сергей Лаврентьев Чăваш Ен Пуçлăхне  Михаил Игнатьева фестивале йĕркелесе ирттерме пысăк пулăшу панăшăн чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă.   Культурăшăн икĕ пысăк мероприяти пурне те пĕрлештернине асăннă.

«Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянланмалли уяв пире Раççейĕн пуласлăхĕ тата та пысăк пулнине çирĕплетсе парать», - тенĕ сумлă хăна театр тата кино  ăсти, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Галина Бокашевская.



24 мая 2017
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter