Муркаш районĕнчи ял хуçалăх валли уйăрнă 5 çĕр лаптăкне ытти тĕллевпе усă курма куçараççĕ

 Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен тепĕр пысăк пĕлтерĕшли – Муркаш районĕнчи ял хуçалăх валли уйăрнă 1 гектар  5 çĕр лаптăкне промышленноç пайĕнче усă курма тĕллевлĕн уйăрасси пирки калакан ĕç хутне пăхса тухса йышăнса хăварасси пулнă.   «Альметьевск – Горький-3» нефтепровод магистралĕн çĕр айĕнчи объекчĕсене ĕçлеттерме палăртнă. Нефтепровод «Транснефть-Прикамье» АУ харпăрлăхĕ  çинче шутланса тăрать.

Регион Ертӳçи çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.  Маларах ял хуçалăх валли уйăрнă пулнă, халĕ вара промышленноçа аталантарма куçарнă лаптăксемпе  тухăçлă усă курмаллине асăрхаттарнă. «Кун пек йышăнушăн Юстици министерствин, Ял хуçалăх министерствин, Муркаш район администрацийĕн хăй çине пысăк яваплăх илмелле», - тенĕ  Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăсса.

Пĕлсе тăма: 2005-мĕш çултан пуçласа 2017 çул çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕмпе ял хуçалăх валли уйăрнă 1368 çĕр лаптăкне промышленноç пайне куçарма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсемпе çирĕплетнĕ. Çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1951 гектар шутланать.  

Чăваш Республикин Юстици министерствипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем кулленех çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине тухса тĕрĕслет.  2017 çулта кун пек тĕрĕслевсене малалла та ирттерме палăртнă. Пурĕ 12 çĕр лаптăкне шута илсе тĕрĕслев тума тĕллев лартнă.

Чăваш Республикин Юстици министерствин официаллă сайтĕнче ятарлă çĕрсен Реестрне те туса хунă.  Унта халлĕхе 1361 çĕр лаптăкне шута илнине кăтартса панă. Çĕрсемпе тухăçлă усă курни курăнать, кăтарту 94 процента çитнĕ. 

Кунсăр пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне çулсерен тухакан Çырура çăмăллăх тапхăрĕ «амнистия» ăнлав пирки те каласа хăварнă.  Кунпа тӳрĕ кăмăллă предпринимательсем, паллах, усă курма та пултарнă.   Пурĕ «амнистие» пула ял хуçалăх валли палăртнă çĕр лаптăкĕсене ытти категорисене сахал мар куçарнă. Вĕсен шучĕ 15 çитнĕ, çĕрсен лаптăкĕ 30,7 гектар йышăнать.   Ытларах объектсене Улатăрта, Патăрьелĕнче, Йĕпреçре, Пăрачкавра, Шупашкар, Етĕрнере тата Тăвай районĕсенче хăпартса лартма шут тытнă. Çак муниципалитетсенче ял хуçалăх валли уйăрнă  хăш-пĕр çĕр лаптăкĕсене ытти категорине куçарнă.     

 



24 мая 2017
12:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter